Федор Павлов: В.П. Эхмере


Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→


В.П. Эхмере

Савнă хĕр,
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле – купăс мĕн калать…
«Санăн çутă илемшĕн
Манăн шухăш пăтранать,
Эпĕ сана курсассăн,
Хĕвел тухнăн туйăнать…»

Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле – купăс мен калать…
«Эсĕ куçран пăхсассăн.
Манăн чĕре çĕкленет;
Эсĕ сăмах хушсассăн.
Манăн чунăм çĕкленет…»

Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле – купăс мĕн калать…
«Сана чунтан юратса
Ыталаса макрăттăм,
Сана пăхса, савăнса,
Ĕмĕр санпа пурнăттăм…»

Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Юрататăн пулсассăн,
Итле – купăс мĕн калатъ:
«Ытарайман пиркипе
Ыталаса йĕрĕттĕм,
Сана пăхса, савăнса
Санпа кăна пурнăттăм…»

Савнă хĕр!
Хитре хĕр!
Эсĕ мана те саван,
Ăна купăс каламасть…

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.