Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Федор Павлов


Федор Павлов — драматург, музыка преподавателĕ. Литературăра сăввисемпе тата драмисемпе палăрнă. Вăрăм ĕмĕр пурнаймасăр туберкулеза пула Сочире вилнĕ… Тĕплĕнрех→


Федор Павлов

(1892-1931)

Федор Павлович Павлов 1892 çулта авăнăн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ ЧР Çĕрпÿ районĕ) Патăрьелĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1901-1904 çулсенче ялти шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн Иккасинчи икĕ класлă шкула кайса кĕрет.

1907-1911 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ илет. Вĕренсе тухсан, ăна çав шкултах музыка вĕрентме хăвараççĕ. Икĕ çултан вăл Чĕмпĕрти тĕн семинарине вĕренме кĕрет.

1916 çултанпа шкулта, суд ĕçĕнче, çутĕç учрежденийĕсенче ĕçлет. Уйрăмах тăван музыкăпа драматургие аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хурать; чăваш хорне йĕркелесе ярать, музыка шкулне уçас ĕçе хутшăнать. Вăл чăваш хорĕн дирижерĕ, музыка шкулĕн преподавателĕ пулнă.

1930 çулта вăл Ленинградра Н. А. Римский-Корсаков ячĕллĕ консерваторине вĕренме кĕрет. Туберкулез чирне пула 1931 çулхи çĕртмен 2-мĕшĕнче Сочири санаторире хăвăрт вилсе каять.

Ф. Павлов литература ĕçне 1910 çул тĕлнелле тытăннă. Малтанхи тапхăрта вăл ытларах чăвашла тата вырăсла лирикăлла сăвăсем çырнă, Октябрь революцийĕ умĕн драматурги жанрĕпе çырма пуçлать.

Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçĕсем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→


↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


30% чăвашла

WordPress.com-а тăван чĕлхене куçаратпăр.
VulaCV.com – ку платформăри чи анлă сайт. Чăвашла сайтсем валли çул уçса пыратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.