Халăх: Хаяр Иван патша Хусана тытса илни


16-мĕш тата 18-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăр тĕлне чăвашла сăмахлăх сăмах вĕççĕн кăна тытăннă. Фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсене ку тапхăрпа çыхăнтарма пулать… Тĕплĕнрех→


Хаяр Йăван Патша Хусана Тытса Илни

(Халап)

Иоанн Василич патăша
Мускавра çарă пухать те,
Кимĕсем çине лараççĕ те
Атăл тăрăх анаталла
Анаççĕ юхса.

Чипер пынă çĕртенех
Хусана та аякка хăвармарĕçĕ.
Чакурски тĕлне çитсен
Кимĕсем танах чарăннă пулать.
Патша шалт аптрать:
Çанталăк тĕтĕре тăрать,
Кимĕсем вырăнтан сиккĕмеççĕ.
Хаяр йăван патăша
Ыйтать çармăссенчен, чăвашсенчен:
— Мĕн амак пур кунта?
— Кунта Хĕрлĕ çыр киремечĕ пит хаяр,
Çавă тытнă пулĕ сире,—
Теççĕ лешсем патăшана.
Патша ыйтнă киреметрен çăлăнма.
Тупăса панă чăвашсем
Тупа ятлă юмăçа.
Юмăççă хушнă патăшана
Шурă лашапа чÿк тума.
Патăша юмăç юмахĕне ĕненет те
Атăл тăрăх анаталла
Кимĕсемпе салтаксем
Ярлаттараççĕ Хусаналла.

Çитĕсе тăнă Хусана
Тутар патăшана пĕтерме.
Тутар патăша хăранипе
Хупăннă хăйĕн пысăк керепеççĕне.
Вырăс патăша салтакĕсем
Ниçтан кĕме аптраса
Пуçланă шăтăк алтмашкăн
Керепеççĕ айнелле.

Тăприне шăтăкран салтаксем
Карттуспа çĕкленĕ тулалла.
Шăтăк алтăса çитерсен
Кÿртеççĕ лартаççĕ тар пичкисем.
Тар пичкисен тăррине
Лартăса тухăнă çуртасем.
Пĕрĕ салтака хушать патăша
Вут тивертме.

Салтак çуртана çутать те
Кĕрĕсе каять шăтăка
Çуртасене çутăма.
Çутăса тухать хăраса.
Шăтăкран тухăçа тăчĕ салтак.
Хаяр йăван патăша
Ыйтать салтакран:
— Çуртасене çутăрăна?— тет.
— Çутăрăм,— тет.
Тула тухиччен çутăна çурта
Çунăса пĕтĕнĕ тет те
Çуртасене çутман пулĕ тесе
Патăша çилленнĕ салтака.
Патша хăйĕн хĕççине
Туртса кăларатĕ
Салтак пуçне касса татма.
Патша хĕççине çĕклерĕ,
Салтак патшаран
Виçĕ минут вăхăт ыйтать.
Виçĕ минут иртĕрĕ —
Тата нимĕн сас-хура та çук.
Патша хĕçĕне çĕкленĕ те,
Салтак пуçĕпе касса татнă та —
Тар пичкисем керепеççе ывăтса янă.
Салатса янă.

Хаяр Йăван пашĕне тăрринчи
Тутар патшана тупă пенĕ —
Лешĕн шĕлепки хывăнса ÿкĕнĕ.
Хăй шура акăш пулса,
Мăйне малалла чăсса
Турккă çĕрĕне вĕçсе кайнă тет.
Тутар патша çурт вырăнне
Çутă кÿлĕ пулса юлнă. […]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.