Василий Мач: Çĕрле тухрăм эп тула


Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Çĕрле тухрăм эп тула,
Каçхи уçă сывлăша.
Эп çÿлелле пăхатăп,
Кайăк çулĕ куратăп.

Кăвак пĕлĕт урлăшне
Кайăк çулĕ пĕлĕтре
Питрех лайăх курăнать,
Инçех мар пек туйăнать.
Петĕм халăх çывăрать,
Пĕр сасă та илтĕнмест.
Çут çăлтăрсем пĕлт çинче
Хăйсен сахал çутине
Ÿкереççĕ çĕр çине.
Ăйхă канă ял çине
Пĕлĕт çинчи уйăх та
Сарă тĕслĕ çутипе
Çăлтăрсемпеле пĕрле
Çутăлтарать çак çĕре.
Çĕрле уйăх çурлипе
Пысăк çырма хĕрринче
Мĕлке пекех туйăнать,
Тĕтре витĕр курăнать
Ешĕл вăрман. Шыв çине
Ÿкерет вăл мĕлкине.
Хутран-ситрен вăрманта
Пĕр-пĕр кайăк вăранса
Çинçе, лайăх сассипе
Юрла пуçлать юррине,
Кăшт юрласан – чарăнать
Ешĕл вăрман шăп пулать.

1914

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.