Василий Мач: Çак çуркунне пулсассăн


Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Çак çуркунне пулсассăн,
Типĕ курăк ешерет.
Вăрман çулçă кăларсан.
Кайăк сасси илтĕнет.
Хĕрлĕ хĕвел пăхать-çке.

Курăк ÿсет ярăнса.
Тĕрлĕ çеçке ÿсет-çке.
Çынсем çÿреç савăнса.
Çак тусем те çуркунне
Пит илемлĕн курнаççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ,
Хитре тум-тир тăхнаççĕ.
Çĕçкийĕсем ту çинче
Улан-улан курăнаç.
Лайăх пăхсан, çеçкисем
Кулнă пекех туйăнаç.
Çеçке çинчи пыл хуртсем
Вĕçе-вĕçе çÿреççĕ;
Пылне пухса илсессĕн,
Килне вĕçсе каяççĕ.

1914

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.