Василий Мач: Шăпчăк юрлать, янратать


Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Шăпчăк юрлать, янратать,
Чунăм илтет – хурланать.
Çак шăпчăксен юррине
Тытса пуль-и чĕрере?

Шăпчăк мана систерет
Савнă сар хĕр шухăшне.
Сар хĕр юрлать асăнса
Хăйĕн чунĕ савнине.
Чунăм савни – сар каччă,
Кил иксĕмĕр калаçар!
Калаçнă чух пĕр-пĕрне
Ыталаса чуптăвăр.
Чунăм çунать, – савни, кил!
Пуçри хуйха хăвалар.
Ыталанса юрласа,
Манăн чуна пусарар.
Савни, сана сарă хĕр
Илĕртесрен мана шан.
Сана манран илеймĕç,
Ĕмĕрлĕхе пулăн ман.
Савни, пире никам та
Пĕр-пĕринчен уйраймĕ.
Хаяр усал тăшман та
Пирĕн хушша кĕреймĕ.

1914

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.