
Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→
Савни, сансăр пурнаймасп,
Сансăр ырă кураймасп.
Эсĕ манпа пулмасан,
Хуйхăрмасăр тÿсеймесп
Кунĕн-çĕрĕн сан çинчен
Шухăшласа çÿретĕп.
Чунăм, савни, кил часрах!
Эпĕ сана кĕтетĕп.
Куçăм тулли куççульпе
«Часрах!» тесе чĕнетĕн.
Хура çĕлен ĕмнĕ пек,
Хуйхă ĕмет чĕрене.
Часрах килсем, чун савни!
Манăн хуйха пусарсам.
Эпĕ сана савнăшăн
Эс те мана юратсам!..
Савни килни курăнмасть.
Савни мана пăрахр-им?
Килессĕн те туйăнмасть –
Урăх хĕре юратр-им?
Савни, мана пăрахсан.
Урăх мана кураймĕ.
Тепĕр хĕре юратсан.
Ĕмĕр ырă кураймĕ.
1914
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ