
Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→
Савни
Сана хирĕç пулсассăн
Е катаран курсассăн,
Манăн чĕрем хускатать,
Ашăм хум пек хумханать.
Ман çинелле пăхсассăн,
Ашăм çунать, хам чĕтреп,
Ним калама аптраса
Хура куçăнтан пăхап.
Савни, сана тĕл пулсан,
Эсĕ сăмах каласан,
Маншăн чĕлхе çыхланать,
Ним калама каяймасть.
Савни савăнăç курсан.
Манăн чун та савăнать.
Савни хуйхăллă пулсан,
Манăн чун та хуйхăрать.
1914
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ