
Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→
Ешĕл вăрман
Ешĕл вăрман шăп тăрать,
Пĕр сасă та илтĕнмест.
Хĕвел лайăх хĕртсе пăхать,
Кун иртни те сисĕнмест.
Ешĕл вăрман хушшипеле
Тĕрлĕ çеçке лăк ÿсет.
Çак вăрманта çÿренĕ чух
Манăн чунăм хĕпĕртет.
Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ çеçке
Тĕрлĕ тĕслĕ курăнать.
Çеçкисенчен ырă шăрăш
Пĕтĕм çĕре сарăлать.
Вăрман хушши уçланкăра
Хĕрлĕ, сарă çеçкесем.
Çеçке çинчен çеçке çине
Вĕрсе çÿреç пыл хуртсем.
Пит илемлĕ, савăнăçлă
Çулла ешĕл вăрманта.
Вăрман хушшипеле ÿсет
Ешĕл курăк явăнса.
1914
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ