Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Василий Мач


Василий Мач

Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçĕсем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→


(1892-1951)

Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Василий Степанович Мăч (Мочанкин, Семенов) 1892 çулта Самар кĕпĕрнин Пăхăрăслан уесĕнчи (халĕ Оренбург облаçĕн Грачевка районĕ) Вырăс Йăкăнатъелĕнче çуралнă. Малтан прихут шкулĕнче вĕреннĕ, кайран хăй тĕллĕн вĕренсе пĕлÿ илнĕ 1920-1930 çулсенче райхаçат редакцийĕнче, шкулта ĕçленĕ, 1947-1951 çулсенче вăл ял совет секретарĕ пулнă. 1951 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.

Литература ĕçне 1914 çул тĕлнелле тытăннă. Çав вăхăтра вăл Н.В. Никольский патне Хусана хай çырнă сăввисен икĕ пĕчĕк тетрадьне ярса ланă. Унти хайлавĕсене автор маларах та çырма пултарнă. Сăввисемпе пĕрле хăйĕн «Эрине» поэмине те çырса янă.

1930 çулсем пуçламăшĕнче вал Самарта тухса тăнă «Колхозник» хаçатпа «Вăтам Атăл» альманахра чылай сăвă пичетленĕ, унта хăй ятне В.Семенов, В. Мач, В.Семенов (Мач) тесе кăтартнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.