Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→
Тĕрмере
Пысăк хитре хулара Пĕр мĕскĕн çын хĕн курать, Чултан тунă тĕрмере Хăй хурлăхне çав юрлать: «Пĕчĕк тăвăр тĕрмене Тытса пырса пăрахрĕç, Икĕ çутă куçсене Тĕттĕмпеле хупларĕç.
Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→
Василий Степанович Мăч (Мочанкин, Семенов) 1892 çулта Самар кĕпĕрнин Пăхăрăслан уесĕнчи (халĕ Оренбург облаçĕн Грачевка районĕ) Вырăс Йăкăнатъелĕнче çуралнă. Малтан прихут шкулĕнче вĕреннĕ, кайран хăй тĕллĕн вĕренсе пĕлÿ илнĕ 1920-1930 çулсенче райхаçат редакцийĕнче, шкулта ĕçленĕ, 1947-1951 çулсенче вăл ял совет секретарĕ пулнă. 1951 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.