
Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →
Халăх хаярланса ан кайтăр
Сăваплăран та сăваплă аслă господина Чулхулапа Улатăр епископне Феофана урăх тĕн çыннисене чăн тĕне кĕртме çирĕплетнĕ Ермей Иванов иерей ÿкĕтлевçин евичĕ
Эпĕ, мĕскĕн, крешĕнсен ялĕсенче хама хушнă ĕçе тунă май 1765 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕш кунĕнче Етĕрне уесĕнчи Штанашра пулнă чухне Хусанти Тур Амăшĕн кунĕ çитнипе пупĕ вырăнта пулман пирки тияккăнтан ытти чиркÿçĕсем ыйтса тархасланăран çĕр каçа çывăрмасăр ирттертĕмĕр, кăнтăрлахи кĕлĕ каларăмăр. Унта эпĕ çакна асăрхарăм: таса чиркĕвĕн турăшĕсене илсе хунă, çÿлти пĕтĕм турăшсене, дейсус текенскерсене, çав ялта ĕçлекен Аврам пуп пулнăскерсене (ашшĕ ятне пĕлместĕп), апатлану пÿлĕмĕнчи çÿллĕ вырăнта саксем лартса тухнăччĕ, вĕсенчен нумайăш (ăста туманскерсем) кивелсе кайнăччĕ, вĕсене юсама вăхăт, мĕншĕн тесен пайтах юрăхсăр ĕнтĕ. Çитменнине, çав апатлану пÿлĕмĕнчех алăк çывăхĕнче вилнĕ ача тупăкĕ пурччĕ. Кам ачи вăл, ăна хăçан тĕне кĕртнĕ, тупăкне хăçан чиркĕве илсе пынă—ун пирки асăннă тияккăнпа чиркÿçĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ, тĕрĕсрех каласан — тупăка чиркĕве пуп тухса кайиччен виçĕ кун маларах кĕртнĕ имĕш. Унсăр пуçне кĕл тума тата тĕн çинчен вĕрентнине итлеме пынă крешĕнсем пурте çапла каларĕç: тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен виллисене чиркÿре хăш-пĕр чухне икĕ е виçĕ эрнешер пытармасăр тытса тăраççĕ, çакăн сăлтавне хăйсем те пĕлмеççĕ имĕш.
Крешĕнсене хама тивĕçлĕ пек вĕрентсе каланă хыççăн эпĕ, мĕскĕн, çав куннех асăннă ялтан çав прихутри тепĕр яла ларса кайрăм. Унта эпĕ асăннă Аврам ятлă иерейнпе ытти чиркÿçĕсене куртăм. Малтан хам мĕн-мĕн курнă пирки питĕ пăшăрханса, пупа хайхи çитменлĕхсем пирки калама пуçларăм. Анчах вăл, чылаях ĕçсе супнăскер, мана йĕркеллĕ итлесе тăмасăрах, эпĕ кĕл туса ирттернине пачах килĕшмен усал сăмахсемпе мана ятлама тапратрĕ. Ăна май çапла каларĕ: эсĕ кунта мĕн туса çÿретĕн, манран ыйтмасăр чиркĕве кĕме, унта çăхавçă пек кĕлĕ ирттерме тата вăл-ку йĕркеллĕ мар теме сана кам ирĕк пачĕ терĕ, татах тем те хушса каларĕ. Ăçта кайса вĕрентес тетĕн, унта кайса вĕрент, кунта вара санăн нимĕнле ĕç те çук терĕ. Вĕсен вара кунта мĕн тума тивĕçлине пурне те вĕрентсе çитернĕ имĕш.
Унта пулнă крешснсем çакна курса, манăн кунта вĕсем тĕлĕшĕнчен нимĕнле ĕçĕм те çук тенине илтсе пĕрерĕн-пĕрерĕнех саланса пĕтрĕç. Çакă вара ытти ялсенчи крешĕнсене мана чăрмав кÿни çинчен пĕлсе тăмашкăн ман пачĕ. Çавăн пирки эпĕ, мĕскĕн, крешĕнсем мана итлеме пăрахнипе пĕр ĕçсĕр тăрса юлтăм.
Çавăн çинчен Сирĕн сăваплăхăра пуç тайса евитленĕ май çакнашкал чăрмавсене сирсе пымашкăн ăнăçлăрах мел тупма ыйтатăп, малашне малтан асăннă иерей те, çавăн пекех ытти ялсенчи пупсемпе чиркÿçĕсем те мана хамăн ĕçĕмпе ытларах чарăнса тăма ан чăрмантарччăр. Чăн тĕне çирĕп ĕненме тытăнакан халăх вара çакăн пек тивĕçсĕр те нĕрсĕр тĕслĕхе курса хаярланса ан кайтăр, турткаланма ан тăтăр. Çавăн çинчен пĕлтернĕ май чи аслă кĕтÿçĕрен ĕçе ырăпа татса пама ыйтатăп. Евите эпĕ, Ермей Иванов, хам аллăмпа хам çырса яратăп.
1765
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ