Ермей Рожанский: Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи крешĕн чăвашĕсен ыйтăвĕ


Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи крешĕн чăвашсен ыйтăвĕ

Сăваплăран та сăваплă аслă господина Чулхулапа Улатăр епископне Феофана

Кăрмăшпа Етĕрне уесĕн тĕрлĕрен ялĕсенчи çĕрпÿсем ытти крешĕнсемпе пĕрле Сирĕн сăваплăхăр епархийĕнчен пуç çапса ыйтаççĕ, мĕн ыйтнине пунктсерен пĕлтеретпĕр.

1. Кăçалхи, 1764 çулхи, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Кăрмăшпа Етĕрне вăйпучĕсен кĕнчелерĕсем урлă хут тăрăх пире, мĕскĕнсене, çапла пĕлтерсе каланăччĕ: асăннă кĕнчелерсен хăйсен кантурĕсенче крешĕнсене хÿтĕлеме Император ăслăлăхăн тÿре-шара Сеначĕ ярса панă, кантурсем çумне çирĕплетнĕ штатпа обер-офицер тытма юрамасть.

2. Турра юравлă çакă ĕç хамăра усă кăна кÿрет пулин те эпир, мĕскĕнсем, урăх халăх çыннисемпе хутшăнма пачах хăнахайманран тата хамăр тÿрккеслĕхĕмĕре пула çывăх пĕлмен вĕрентекене хăвăрт хăнăхса çитме пултарас çукки çинчен евитлетпĕр.

3. Çавăнпа та эпир, алă пуснă çынсем пурте, малтан калани пирки пĕр-пĕринпе калаçса татăлса, пурте пĕр шухăша килсе; Сирĕн сăваплăхăртан Кăрмăш хулинчи Микула чиркĕвĕнче ĕçлекен Иван Герасимов иерей ывăлне Ермей Иванова пирĕншĕн ÿкĕтлевçĕ пулма çирĕплетсе памашкăн ыйтса чăрмантарма шутларăмăр. Ермей Иванов халĕ Чулхулара, Анатри посадра. Иоанн Предтеча чиркĕвĕнче тияккăнта тăрать. Чылай малтан хăй Кăрмăшра пурăннине хамăр курнă тăрăх, вăл çирĕп кăмăллăскер, сыпма юратманскер, йăваш та тÿрĕ чунлăскер пулнине пĕлсе тăратпăр. Вăл пирĕн чĕлхене пĕлет çеç те мар, кирек хăш самантра та унпа çăмăллăн вĕрентсе калама пултарать. Çавăн пирки эпир, мĕскĕнсем, ăна кирлĕ пек итлесе ырă пурнăçа лайăхрах вĕренме май пуласса шанатпăр.

Çавăнпа та Сирĕн сăваплăхăртан çав асăннă тияккăна Ермей Иванова чи аслă кĕтÿçĕн ырă кăмăлĕпе хамăрăн çав ырра вĕрентес тĕллеве кура пирĕн, мĕскĕнсен, ÿкĕтлевçи пулма çирĕплетмешкĕн чунтан тĕмсĕлсе ыйтатпăр, пурсăмăр та çав ыйтăвăмăра кура тивĕçтерÿллĕ йышăну тума тархаслатпăр.

1764

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.