Леонтий Молгачев: Вильгельмпе Мухамет


Леонтий Молгачев — Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи тĕрлĕ ялта учительте ĕçлене, миссионер пулма вĕреннĕ. Самар кĕпĕрнинче вĕрентнĕ, ун хыççăнхи кунçулĕ паллă мар… Тĕплĕнрех→


Вильгельмпе Мухамет[i]

Пирĕн патша çĕрĕнче
Кавказ ятлă тусем пур.
Кавказ тăвĕ хыçĕнче
Турккă патшин çĕрĕ пур.

Турккă патшин халăхĕ
Пурнать тутар тĕнĕпе,
Муллăх-пурлăх тĕлĕшрен
Танлашаймасть пирĕнпе.

Нумай пулмасть турккăсем
Вăрçа тухрĕç сербсемпе:
Сербияпа болгарсем
Ăшăгтаччĕç турăка.

Турккă патши çыннисем –
Ытла айван ачасем:
Ак халĕхи вăрçăра
Пурăнмарĕç лăпланса.

Нимĕç йĕкĕлтенипе,
Умне-хыçне пăхмасăр.
Пĕтĕм кучĕ-пуçĕпех
Кĕрсе ÿкрĕç путлăха.

Нимĕç патши пит чее,
Умне-хыçне астăвать,
Хăйин нимĕç халăхне
Пĕтересрен пит сыхлать.

Вăлă хăйин шухăшне
Россияпа Францие
Ик-виç тавлăк хушшинче
Ĕмĕтленнĕ пĕтерме.

Анчах чеелĕхĕпе
Айвантарах Авсгрияна
Малтан сербсен патшине
Хушнă вăрçă кăларма.

Лешĕ, ухмах ача пек.
Ун сăмахне итлесе,
Çав Сербия халăхне
Хирĕç тухрĕ çарĕпе.

Пирĕн аслă патшамăр,
Аслашшĕйĕн йăлипе,
Серб халăхне прахмасăр.
Хушрĕ кăна чарăнма.

Çавна кура хай Вильгельм,
Австрия хутне кĕрен пек.
Пирĕн патша çĕрĕ çине
Илсе килет çаррине.

Ĕнтĕ пирĕн салтаксем
Нимĕçсемпе вăрçаççĕ,
Анчах чее нимĕçсем
Мала лешне чикеççĕ

Хăйсем ялан аякран
Тупăсенчен переççĕ,
Вунă-вуник казакран
Рочĕпелех тараççĕ.

Пыра киле хай Вильгельм
Курать ĕçсем начарне.
Пĕр хĕрринчен вырăссем,
Лерен француз хĕртнипе.

Мĕн тумалла нимĕçĕн?
Австрияра салтак çук,
Вырăс вăйĕ хисепсĕр,
Унăн çарри пĕтес çук.

Унта-кунта пăхать те
Курать Вильгельм турăка;
Хăш пуçлăхне йĕкĕлтет,
Хăшне илет укçапа,

Турккă, ăна итлесе,
Карап çине çар лартса,
Хура тинĕс шывĕпе
Килет пирĕн хулана.

Карап çинчи çар пуçĕсем
Пулаç пурте нимĕçсем,
Каласассăн тÿррипе,
Вильгельм панă пурне те:

Карапне те вăл панă,
Хĕç-пăшал та вăл панă,
Тупăсем те вăл панă,
Укçанăн та пулăшнă.

Çапла нимĕç патшийĕ
Ултавпа та илĕртсе
Турккă патшин çарриие
Илсе килет Россие.

Хура тинĕс хĕрринчи
Хветуç ятлă хулана
Сĕм тĕттĕм çĕр варринче
Çĕмĕрттерет тупăпа.

Çак ĕç çинчен систерсен,
Пирĕн патша çил[л]енчĕ,
Турккăсене хĕнеме
Пĕр самантра çар ячĕ.

Пирĕн çартан хăраса,
Турккă патши Мухамет,
Икçĕр пин çар пуçтарса,
Саркамăш çĕрне кÿрет.

Хăйĕн хырнă пуçĕпе
Тÿпетейлĕ Мухамет:
«Вильгельм ман тус», – тесе.
Питĕ лайăх шухăшлать:

«Мана Вильгельм пулăшать,
Унăн укçа пит нумай,
Мĕн кирлине вăл парать.
Хăйĕн тусне пăрахмасть».

Анчах нимĕç патшийĕн
Халĕ шухăш урăхла,
Мухамета вăл хăех
Пуçлать кайран ятлама:

«Мĕ[н]шĕн эсĕ лăпланса
Пурăнмарăн çакă, – тет, –
Манăн сана пулăшма
Нимĕнех те çук вĕт, – тет, –

Вăрçă пуçларăн пулсан,
Вăю çине шантăн пуль;
Мĕн те пулсан çитмесен,
Америкран кивçен ил».

Çакна илтсен, Мухамет
Питĕ хытă çилленет,
Вильгельм панă çынсене
Килне ярать хĕнесе.

Вара намас кĕлтуса[ii]
Саркамăшри çар патне
Пуçлăх туса, суйласа
Ярать Искак пашине.[iii]

Саркамăшра турккăсем
Пурăнаççĕ савăнса,
«Кунта халĕ вырăссем
Çитеймсççĕ час», — тесе.

«Кавказ урлă каçсан та,
Саркамăша çитиччен
Кунта ялан сăрт-çырма –
Час çитес çук вырăссем».

Çапла шухăшланине,
Чĕлĕм чăпăк лаккаса,
Салтакĕ те, патши те
Лараç ура хутлатса.

Хĕвел ансан выртсассăн,
Çĕр каçиччен çывраççĕ.
Çутăлсассăн тăрсассăн,
Каллех чĕлĕм хыпаççĕ.

Çăкăр-тăвар сахалран
Шурă кĕрпе çиеççĕ,
Ытла халран каясран
Хăватлă тапак туртаççĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Пирĕн патша çаррисем,
Çĕнмелле паттăрсем,
Вал вăхăтра еррипе
Пыраç турккă çĕрĕпе.

Ашăнмалла çул çинче
Кунсерен те каçсерен
Турккăн вуник хулине
Парăнтараç вырăссем.

Вĕсем пырас çул çинче
Тискер кайăк çеç çÿрег;
Сăрт та çыран хушшинче
Юхан сивĕ шыв кĕрлет.

Сăрт тăрринче çап-çутă
Ĕмĕр пĕтми пăр тăрать,
Аяларах шап-шурă
Ик-виç аршăн юр выртать:

Тусем çине хăпарма
Питĕ кансĕр, хăрушă,
Тупăсене хăпар[т]ма
Темĕн тĕрлĕ асаплă.

Сăрчĕ çине хăпарсан,
Аялалла пăхма çук;
Астумасăр пăхсассăн,
Хăрамасăр чăтма çук.

Икĕ пăрлă сăрт хушши
Тĕп курăнми, лупашка,
Сăрчĕсене аякки
Пит чăнкă та яп-яка.

Ура-алă тÿсейми
Сивĕ тăрать сăрт çинче;
Аялалла анасси
Кашни салтак пуçĕнче.

Пĕтĕм вăйпа тăрăшса,
Пĕрин урлă каçаççĕ;
Шÿтпе чуна пусарса,
Теприн çине х[ă]параççĕ.

Икĕ çыран хушшинче
Кĕрĕлтетсе шывĕ юхать,
Кĕрĕлтетсе шыв юхать,
Шыв урлă та час каçать.

Çырма урлă курăнать
Юр витĕннĕ тикĕс çĕр,
Анчах унта пыракан –
Питĕ лайăх астутăр.

Çав ултавлă вырăна
Сыхланмасăр пусакан
Этем урăх курăнмасть,
Юр айне вăл путать.

Ун пек ултавлă вырăна
Çутă кÿллĕн курăнать;
Хĕлле юрпа витĕнсен,
Кÿлĕ шывĕ пит шăнмасть.

Çапла пысăк асаппа
Пирĕн ялан утаççĕ,
Çав вăхăтрах турккăпа
Унта-кунта вăрçаççĕ.

Пирĕн патша салтакĕ
Нимĕнрен те хăрамасть:
Сăрчĕ, çырми, тăшманĕ
Ăна пĕри чараймасть.

Çавăнпала гурăка
Вĕсем сисмен вăхăтра
Пĕр тĕттĕм çĕр варринче
Илĕç хăвăрт çавăрса.

Çакна курсан, турккăсем
Шартах сикĕç хăраса.
Çăварĕнчи чĕлĕмсем
Ÿкĕç хĕлхем кăларса.

«Аллах» тесе ирхине
Тупăсене çавăрса,
Паша хăйин çаррине
Хушать вăрçă пуçлама.

Пирĕн маттур салтаксем
Васкамасăр, еррипе,
Ăна хирĕç тупăсем
Хураç лайăх тĕллесе.

Вара пĕтĕм Саркăмăш
Тар тĕтĕм[ĕ]пе хупланать;
Аслати пек, хăлхара
Тупă сасси янăрать.

Чăркуç таран юр çинче
Юр курăнми юн юхать,
Унта-кунта юн çинче
Ÿкнĕ салтак ахлатать.

Çакă тамăк хушшинче
Пĕр нимĕн те курăнмасть,
Чĕтĕрекен çĕр çинче
Пăшал сасси чарăнмасть.

Пирĕн патша салтакĕ
Туппа питĕ юратмасть,
Хурçă штыкпа хивĕч хĕç –
Çаксене вал юратать…

Тупă сасси чарăнать,
Тĕтĕм нумай, курăнмасть,
Пĕлĕт кăштă уçăлать,
Анчах вăрçă чарăнмасть.

Вырăс, «ура» кăшкăрса,
Йĕннинчен хĕç кăларать,
Штыкне мала тăратса,
Турккăпала хутшăнать.

Каллех тамăк пуçланать…
Турккă суллать хĕçпеле;
Вырăс, хĕçне пăрахса.
Çапать пăшал аврипе;

Кунта турккă ахлатать,
Лере вырăс янăшать,
Йĕри-тавра çĕр чĕтрет,
«Урра!», «Аллах» илтĕнет.

Чĕркуç таран юр çинче
Унта-кунта çын выртать,
Вилнĕ-вилмен çын çинчен
Чĕрри тăшман хăвалать.

Штыка хирĕç турккăсем
Нумай вăхăт тăраймаç,
Сакăр-тăхăр сехетрен
Хĕç-пăшалне пăрахăç.

Унтан, кутăн çаврăнса,
«Аллах» тесе тараççĕ;
Хыçран ăна хваласа,
Вырăссем те юлмаççĕ.

Них[ă]шăн та çĕр çинче
Вилес килмест васкаса,
Çавăнпала турккăсем
Парăнаççĕ тыткăна.

Хăшĕ-пĕри хăраса
Чĕркуç çине кÿклснет,
Аллисене тăратса,
«Каçар» тесе йăлăнать.

Хăшĕ-пĕри вăйĕпе
Мулкачă пек вĕçтерет,
Анчах казак сăннипе
Ăна çитсе вĕлерет…

Çак вăрçăра вырăссем
Турккăн туппи-пăшалне
Мĕнпуррине пĕтĕмпех
Илнĕ хăйсен аллине.

Çĕр пин ытла турккăран
Хĕрĕх пине йăлт пĕтнĕ;
Хăшне илнĕ тыткăна,
Нумайăшне [вĕлернĕ].

Искак паша штабĕпсх
Лекнĕ пирĕн тыткăна,
Çаррăн мулĕ пĕтĕмпех
Юлнă пирĕн аллăра.

Çакна илтсен, Мухамет
Ăнсăр пулать хуйхăпа,
Нимĕç патши Вильгельме
Чунтан-вартан ылханать:

«Сăра хырăм, типе пул,
Мĕн турăн эс манпала?»
Турккă çаррин мĕнпур мул
Лекрĕ манăн тăшмана;

Пĕр хĕрĕх пин салтакăм
Пĕтрĕ тавлăк хушшинче,
Искак паша пуçлăхăм
Юлчĕ вырăс аллинче.

Мĕн тăвас-ши халь манăн?
Хĕç-пăшалăм пит сахал,
Нумай пĕтрĕ салтакăм,
Ĕçме-çиме пит сахал.

Аллах-аллах, ан пăрах!
Мана улталанăшăн
Çав Вильгельме тăвăрах!
Пăтлантăрах вăл маншăн!

Сăра хырăмĕ çурăлтăр;
Тепĕр алли ун типтĕр,
Вырăссене парăнтăр,
Патшалăхĕ веç пĕттĕр!..»

Çапла пысăк хуйхăпа
Каять султан мичĕте,
Унта каçхи намассене
Кĕлтумашкăн чунĕпе

Ухмах, ухмах Мухамет!
Мĕ[н]шĕн ăслă пулмарăн?
Мĕ[н]шен чăлах Вильгельме
Хăлхусемпе итлерĕн?

Илтмен-им эс, ваттисем
Ĕлĕк пире каланă:
Качака хыççăн кайсассăн,
[С]урăх пуçсăр таврăннă.

1914


[i] Вильгельм – нимĕç патши ячĕ, Мухамет – турккă патши ячĕ. (Автор асăрх.)

[ii] Намас – мусульмансем Коран сăмахĕсене каласа кĕл туни.

[iii] Улпут. (Автор асăрх.)

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.