Н. Иванова & В. Никитин: Ермей Рожанский


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Ермей Рожанский

(1741 — вилнĕ çулĕ паллă мар)

Ермей Иванович Рожанский — чăвашсен кивĕ çырулăхне йĕркелекенĕ, вĕрентÿçĕ, çыравçă, куçаруçă. Халăхра ăна «хаяр пуп» тесе ятлани те, «пирĕн вĕрентÿçĕ» тесе ырлани те пулнă. Вырăс тĕнне вăйпа кĕртес тесе çÿренĕшĕн авалхи тĕнпе пурăнакан чăвашсем ăна çапса пăрахас патне çитнĕ. Каярахпа, чăвашсене тăван чĕлхепе вĕрентес тесе тăрăшнă чухне, хÿтĕлеме пуçланă. «Икĕ вут хушшинче ăшталанса ирттернĕ хăй ĕмĕрне Ермей Рожанский,— тенĕ В. Г. Родионов тĕпчевçĕ,—пĕр енчен вăл тăван халăха хÿтĕленĕ, тепĕр енчен ăна хăйĕн йăли-йĕрки-сенчен пистернĕ». Патша енчен те хĕснĕ вĕрентÿçе — шалу памасăр муритленĕ. Халăхĕ та хапăлласах йышăнман — кĕлĕсенчен хăваласа янă.

Е. И. Рожанский Чăваш Республикин çурçĕр енче — Чутайри çуралса ÿснĕ. Чулхулара вĕреннĕ, Кăрмăшра тата Етĕрнере ĕçленĕ. Вăл чăвашла словарьсем, тĕрленчĕксем, çырусем пичетлесе кăларнă. Çамрăксене çыру ĕçне явăçтарнă. Ермей Рожанские пулах Чулхула тавра чăваш çырулăхне аталантаракан ушкăн йĕркеленнĕ.

Вĕрентÿçĕ çуралнăранпа 250 çул çитнине паллă туса 1991 çулта Шупашкарта ăслăлăх конференцийĕ ирттернĕ. Конференци материалĕсем «Проблемы письменности и культуры» (1992) кĕнекере пичетленсе тухнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.