Н. Иванова & В. Никитин: Ермей Рожанский

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Ермей Рожанский

(1741 — вилнĕ çулĕ паллă мар)

Ермей Иванович Рожанский — чăвашсен кивĕ çырулăхне йĕркелекенĕ, вĕрентÿçĕ, çыравçă, куçаруçă. Халăхра ăна «хаяр пуп» тесе ятлани те, «пирĕн вĕрентÿçĕ» тесе ырлани те пулнă. Вырăс тĕнне вăйпа кĕртес тесе çÿренĕшĕн авалхи тĕнпе пурăнакан чăвашсем ăна çапса пăрахас патне çитнĕ. Каярахпа, чăвашсене тăван чĕлхепе вĕрентес тесе тăрăшнă чухне, хÿтĕлеме пуçланă. «Икĕ вут хушшинче ăшталанса ирттернĕ хăй ĕмĕрне Ермей Рожанский,— тенĕ В. Г. Родионов тĕпчевçĕ,—пĕр енчен вăл тăван халăха хÿтĕленĕ, тепĕр енчен ăна хăйĕн йăли-йĕрки-сенчен пистернĕ». Патша енчен те хĕснĕ вĕрентÿçе — шалу памасăр муритленĕ. Халăхĕ та хапăлласах йышăнман — кĕлĕсенчен хăваласа янă.

Малаллине вулас

Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьминъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Таса Турă Амăшĕ çураласси çинђен пророксем ĕлĕкех каласа хунă. Турă Таса Хĕр çураласси çинђен паллăсемпе те кăтартнă.

Ĕлĕк çĕр çине шыв тулсан, Ной хăйĕн çемйипе карап çине кĕрсе çăлăнса йулнă. Çав Нойа çăлнă карап Турă Амăшне пĕлтерет. Ной карапа нумай çулђђен туни Турă Амăшне çĕр çине йама етем йăхне нумайђђен хатĕрленине кăтартат̌. Карапа çĕрмен йывăçран туни Турă Амăшĕ Ађа çуратсан та хĕр халлĕн йулассине пĕлтерет. Ной карапран кăларса йанă кăвакарђăн çу йывăççи туратне илсе пырса савăнтарнă пек, таса Хĕр Марія та Іисус Христоса çуратса пĕтĕм тĕнђене савăнăç кÿнĕ.

Іаков пĕрре тĕлĕкре пусма курнă. Вăл пусма вăрăм пулнă. Унăн пĕр вĕçĕ çĕр çинђе, тепĕр вĕçĕ пĕлĕт çинђе тăнă. Çав пусма Турă Амăшне пĕлтерет. Іаков курнă пусма пĕлĕтпе çĕре пĕрлештерсе тăнă пек, Турă Амăшĕ те Іисус Христоса çуратса ĕлĕк шуйттан уйăрнă çынсене Турăпа пĕрлештернĕ.Малаллине вулас