Н. Иванова тата В. Никитин: Охатер Томеев


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Охатер Томеев — Хутла пĕлекен патшалăх хресченĕ пулнă çак çын халăха тĕрĕс мар хĕстерекен çынсене хирĕç кĕрешсе пăлхавсем те ертнĕ, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнипе асра юлнă… Тĕплĕнрех→


Охатер Томеев

(1700 — 1747)

Тăван халăх телейĕшĕн кĕрешекенсен ретĕнче ыттисемпе пĕрле Охатер Томеев (Ухатер Тойметьев) ячĕ çырăнса юлнă. Вăл хăçан çурални-вилни тĕрĕссипех паллă мар. Унăн хушамачĕ авалхи хутсем хушшинче 1728—1747 çулсенче тĕл пулать.

Охатер XVII—ХVIII ĕмĕрсен чиккинче Шупашкар районĕнчи Питтукасси ялĕнче çуралнă. Вăл патшалăх хресченĕ шутланнă, хутла пĕлнĕ. Халăха тĕрĕс мар хĕстернипе, вăйпа ют тĕне кĕртнине, чиркÿсенче ăнланма çук чĕлхепе муритленине хытă сивленĕ.

Шупашкарти вайпут кантурне Охатер Томеев хăюллăнах кĕрсе çÿренĕ, хресченсене хÿтĕлесе тĕрлĕ хут çырса панă. 1737 çулта Томеева кантур çыннисене кÿрентернĕ тесе айăпланă. Тепĕр çулне вăл каллех кантура пырса тухнă. Ку хутĕнче ăна арестлесе хупса лартнă. Томеев тĕрмерен тухса тарнă, часах Хусан кĕпĕрнин кантурне пырса тухнă. Каллех хут çырса панă, халăха çаратакан улпутсене айăплама ыйтнă. Хут çырма юратакан чăваша ку хутĕнче те арестленĕ, вăл татах тухса тарнă.

1744 çулта Охатер Томеев каллех пăлханакан халăх пуçĕнче тăрать. Вăл ертсе пынипе хресченсем Шупашкара кĕрлесе килеççĕ, вайпута пулăшаканĕн çуртне çавăрса илеççĕ, чан çапаççĕ, халăха кĕрешĕве чĕнеççĕ.

Ку пăлхав хыççăн Охатер Томеев Мускава каять, унта халăх алă пуснă хута çитерсе парать. Томеева тытса хупма хушаççĕ, анчах тытаймаççĕ.

Тĕлĕнмелле хăюллă, çивĕч пулнă чăваш Ухатерĕ. Меллĕ самант çитнĕ пулсан вăл Пăкача пекех халăха çĕклеме пултарнă пулĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.