Н. Иванова & В. Никитин: Кивĕ Çырулăх Тапхăрĕ


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Кивĕ Çырулăх Тапхăрĕ

ХVIII емĕр Раççейпе Атăл тăрăхĕнчи халăхсемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕш Петĕр, Кĕтерне майра патша Чăваш çĕр-шывне килсе çÿрени йĕрсĕр юлман: хресчен пуçĕпех улпутсен тарçи-тĕрçи пулса тăнă, хысна лашманне лекнĕ. «Россия вошла в Европу, как спущенный корабль, при стуке топора и при громе пушек»,— тенĕ А. С. Пушкин. Пурттипе вылятаканĕ те, туппине шăратаканĕ те мĕскĕн халăх пулнă.

Раççей ĕмпÿлĕхĕ вăйланса пыни хресчене (уйрăмах вак халăхсене) калама çук йывăр асап кÿнĕ. Иккĕмĕш Кĕтерне патша вăхăтĕнче хресчене чĕлхесĕр, çурт-йĕрсĕр, ана-çарансăр хăварнă, хăйне кушак-йытă вырăнне хурса пасарта сутнă. Аслă Петĕр патша пуçланă ырă ĕçсене улпутсем манса кайнă. Францирен кучер, парикмахер, лакей çырăнса илсе хăйсен тăмсай ачисене йăкăлти çил хăвана кăларнă. Простаковсемпе Скотининсем, Митрофанушкăсемпе Вральман-Кутейкинсем нĕрсĕрленсе пурăннă чухне ĕçлекен халăх хушшинчен М. Ломоносов ăславçă, Ф. Шубин скульптор, П. Егоров архитектор пек ăслă çынсем мăшкăла çĕнтерсе тухма пултарнă. Вырăс халăхĕн хăюллă ăсчахĕсем — Н. Новиков, А. Радищев, А. Княжнин тата ытти çыравçăсем майра патша тĕрмисене лекнĕ.

ХVIII ĕмĕрте чăвашсене вырăс тĕнне хÿптĕрлесе йышăнтарнă. Чиркÿ лартма хресчен килĕнчен юлашки çăмартапа сĕт-турăха пуçтарса тухнă. Хăш-хăш тĕпчевçĕсем чиркÿ тĕнне йышăнни чăваша ырра — ÿкерчĕксем курма, хор юрланине итлеме вĕрентнĕ тесе ăнлантарнă. Элле чăваш вăйăра ушкăнпа юрлама пĕлмен-и е пир çине эреш тĕрлесе курман? Ку ĕнтĕ «вăрçă этемлĕхе усă кÿрет, мĕншĕн тесен вăрçă хатĕрĕсем тăвас ĕçе вăйлатать»,— тениех пулать пулмалла.

Чăваш хушшинчи вырăс тĕнне Киевра вĕреннĕ украинецсем йĕркелесе пынă. Пирĕн ăс пурлăх кĕнекине XVIII ĕмĕрти паллă чиркÿçĕ Феофан Прокопович, Василий Пуцек-Григорович (Вениамин, 1706—1782), Дмитрий Семенов-Руднев (Дамаскин, 1737—1795) епископсен ячĕсем ырăпа çырăнса юлнă. Вĕсем Атăл çинчи вак халăхсене тăван чĕлхепе вĕрентесшĕн пулнă.

В. Пуцек-Григоровичпа Д. Семенов-Руднев вĕрентÿçĕсем май панипех тури чăвашра Ермей Рожанский, Григорий Рожанский, Николай Базилевский, Максим Федоров тата ытти куçаруçăсем вăй илнĕ. Вĕрентÿçĕ ывăлĕ Григорий Рожанский хăйĕн çывăх юлташĕ Иван Русановскипе 1789—1790 çулсенче чăвашла вĕренмелли кĕнеке хатĕрленĕ. Кĕнекере икĕ пине яхăн чăваш сăмахĕ, 130 уроклăх материал пулнă. Каярахпа вĕсен çывăх юлташĕ Чутайри чиркÿре ĕçленĕ Николай Базилевский килте чăваш класĕ уçнă. Вăл хăй укçипех шкул çурчĕ лартнă, инçетрен килнĕ ачасене пурăнма хваттер тунă. 1821 çулта Базилевский шкулĕнче 18 чăваш ачи вĕренни паллă. Ку вăл И. Я. Яковлевран çур ĕмĕр маларах уçнă шкул пулнă.

Каярахпа Хусанти тĕн епархийĕн витĕмĕпе тĕнчипе паллă чăваш Никита Бичурин ÿссе çитĕннĕ. Петр Талиев, Виктор Вишневский, Алексей Алмазов, Василий Сбоев, Николай Золотницкий тата ытти çыравçăсен сасси Хусан урлă сарăлнă.

Петербургри наукăсем академийĕ (1724 çулта уçăлнă), Мускав университечĕ (1755) Атăл тăрăхне тĕпчевçĕсем янă пулсан та чăваш ачисене вĕренме илмен. Хусан университечĕ 1804 çулта уçăлнă, ун витĕмĕпех кивĕ çырулăх тапхăрĕнчи паллă çыравçă Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш пичетленме пултарнă. Пирĕн ĕç тăрăмшăн вилĕмсĕр ĕç туса хăварнă.

XIX ĕмĕрти кивĕ çырулăх вăхăтĕнче Н. И. Золотницкий, В. К. Магницкий, А. А. Фукс, Д. П. Ознобишин вĕрентÿçĕ вырăссем палăрса юлнă. Вĕсен ячĕсем пирĕн халăх ĕç тăрăмĕнче хисеплĕ, манăçми.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.