Хĕр ÿкерчĕкĕ

Василий Мач: Савни

Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Савни

Сана хирĕç пулсассăн
Е катаран курсассăн,
Манăн чĕрем хускатать,
Ашăм хум пек хумханать.

Малаллине вулас

Василий Мач: Ешĕл вăрман

Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Ешĕл вăрман

Ешĕл вăрман шăп тăрать,
Пĕр сасă та илтĕнмест.
Хĕвел лайăх хĕртсе пăхать,
Кун иртни те сисĕнмест.

Малаллине вулас

Василий Мач: Тĕрмере

Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Тĕрмере

Пысăк хитре хулара
Пĕр мĕскĕн çын хĕн курать,
Чултан тунă тĕрмере
Хăй хурлăхне çав юрлать:
«Пĕчĕк тăвăр тĕрмене
Тытса пырса пăрахрĕç,
Икĕ çутă куçсене
Тĕттĕмпеле хупларĕç.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Василий Мач

Василий Мач

Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçĕсем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→


(1892-1951)

Василий Мач — сăвăçă, райхаçат редакцийĕнче тата шкулта ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Василий Степанович Мăч (Мочанкин, Семенов) 1892 çулта Самар кĕпĕрнин Пăхăрăслан уесĕнчи (халĕ Оренбург облаçĕн Грачевка районĕ) Вырăс Йăкăнатъелĕнче çуралнă. Малтан прихут шкулĕнче вĕреннĕ, кайран хăй тĕллĕн вĕренсе пĕлÿ илнĕ 1920-1930 çулсенче райхаçат редакцийĕнче, шкулта ĕçленĕ, 1947-1951 çулсенче вăл ял совет секретарĕ пулнă. 1951 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.

Малаллине вулас

Ермей Рожанский: Халăх хаярланса ан кайтăр

Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Халăх хаярланса ан кайтăр

Сăваплăран та сăваплă аслă господина Чулхулапа Улатăр епископне Феофана урăх тĕн çыннисене чăн тĕне кĕртме çирĕплетнĕ Ермей Иванов иерей ÿкĕтлевçин евичĕ

Эпĕ, мĕскĕн, крешĕнсен ялĕсенче хама хушнă ĕçе тунă май 1765 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕш кунĕнче Етĕрне уесĕнчи Штанашра пулнă чухне Хусанти Тур Амăшĕн кунĕ çитнипе пупĕ вырăнта пулман пирки тияккăнтан ытти чиркÿçĕсем ыйтса тархасланăран çĕр каçа çывăрмасăр ирттертĕмĕр, кăнтăрлахи кĕлĕ каларăмăр. Унта эпĕ çакна асăрхарăм: таса чиркĕвĕн турăшĕсене илсе хунă, çÿлти пĕтĕм турăшсене, дейсус текенскерсене, çав ялта ĕçлекен Аврам пуп пулнăскерсене (ашшĕ ятне пĕлместĕп), апатлану пÿлĕмĕнчи çÿллĕ вырăнта саксем лартса тухнăччĕ, вĕсенчен нумайăш (ăста туманскерсем) кивелсе кайнăччĕ, вĕсене юсама вăхăт, мĕншĕн тесен пайтах юрăхсăр ĕнтĕ. Çитменнине, çав апатлану пÿлĕмĕнчех алăк çывăхĕнче вилнĕ ача тупăкĕ пурччĕ. Кам ачи вăл, ăна хăçан тĕне кĕртнĕ, тупăкне хăçан чиркĕве илсе пынă—ун пирки асăннă тияккăнпа чиркÿçĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ, тĕрĕсрех каласан — тупăка чиркĕве пуп тухса кайиччен виçĕ кун маларах кĕртнĕ имĕш. Унсăр пуçне кĕл тума тата тĕн çинчен вĕрентнине итлеме пынă крешĕнсем пурте çапла каларĕç: тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен виллисене чиркÿре хăш-пĕр чухне икĕ е виçĕ эрнешер пытармасăр тытса тăраççĕ, çакăн сăлтавне хăйсем те пĕлмеççĕ имĕш.

Малаллине вулас

Ермей Рожанский: Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи крешĕн чăвашĕсен ыйтăвĕ

Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи крешĕн чăвашсен ыйтăвĕ

Сăваплăран та сăваплă аслă господина Чулхулапа Улатăр епископне Феофана

Кăрмăшпа Етĕрне уесĕн тĕрлĕрен ялĕсенчи çĕрпÿсем ытти крешĕнсемпе пĕрле Сирĕн сăваплăхăр епархийĕнчен пуç çапса ыйтаççĕ, мĕн ыйтнине пунктсерен пĕлтеретпĕр.

Малаллине вулас

Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Тăвансем! Пайăн епир таса хĕресе ђиркÿ варрине илсе тухрăмăр. Ăна пуççапрăмăр, хамăра çăлăнăç панă Турра тав-турăмăр.

Çак хĕресе асăнса праçник тунă кун епĕ сире хĕрес çинђен пĕр-ик сăмах вĕрентсе калас тетĕп.

Епир тытакан тĕн Христосран пуçланса кайнă. Çавăнпа ăна Христос тĕнĕ теççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем пур те хăйсем çине хĕрес хываççĕ, сăх-сăхаççĕ.

Малаллине вулас