Кивĕ Çырулăх Вăхăтĕнчи Сăвăсем

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Кивĕ çырулăх тапхăрĕ

Кивĕ Çырулăх Вăхăтĕнчи (ХVIII Ĕмĕрти) Сăвăсем. Паллă Мар Сăваçсен Хайлавĕсем

* * *

Хусанта крешĕн шкулĕнче вĕренекен чăваш ачисен ячĕпе II Кĕтерне патшана халалласа çырнă чăвашла сăвă

Пĕлместĕмĕр эпир — темĕн парас парня
Сана, чипер патша, порăмăрăн Ання,
Йоратнăшăн пире. Пĕлместĕмĕр хальччен
Торра, хăшĕ çÿлте, пĕлсен ытах чечен,
Памалăх çавăншăн нимĕн çок — чон анчах,
Парне вырнне полтăр вăл та, эппин, санах.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Çемен Мрес

Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçĕсем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→


Çемен Мрес

(1887-1956)

Çемен Мрес (Семен Фомич Фомин) 1887 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнин Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунтал районĕ) Аксаккура çуралнă. 1894 çулта вăл ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕрет. Виçĕ çул иртсен, шăмă туберкулезĕпе чирленĕрен, .пилĕк çула яхăн утаймасăр пурăнать. 1901 çулта унăн хăрах урине татаççĕ, инвалид пулса юлать. 1903 çулта вăл Тăварăмри пуçламăш шкултан вĕренсе тухать. Шунталри учительсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ чухне Ç. Мрес шкул ачисен пăлхавне хутшăнать, çавăншăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. 1909 çулта вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет. 1948 çулта, сывлăхĕ хавшанипе пула, пенсие тухать. Ăна 1945 çулта «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе наградăланă.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Çурла 6-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун Іисус Христос виçĕ вĕренекенне Хăй мухтавлăхне кăтартнине асăнса праçник тăватпăр.

Іисус Христос Хăйĕн ђи йуратнă вĕренекенĕсене:

Малаллине вулас

Иван Григорьев: Чăваш ачин вуннă çитичченхи пурнăçĕ

Иван Григорьев — Хусанти семинарире вĕреннĕ учитель. Ытларах ăслă-тăнлă пулса пурăнма вĕрентсе сăвăсем çырнă… Тĕплĕнрех→


Чăваш ачин вуннă çитичченхи пурнăçĕ

Пурте ĕнтĕ пĕлеççĕ
Пирĕн чăваш пурнăçне;
Тĕттĕм çĕрте çуралса,
Хура-теттĕм ÿсетпĕр.

Малаллине вулас

Иван Григорьев: Ялти куштансем

Иван Григорьев — Хусанти семинарире вĕреннĕ учитель. Ытларах ăслă-тăнлă пулса пурăнма вĕрентсе сăвăсем çырнă… Тĕплĕнрех→


Ялти куштансем

Çакă аслă тĕнчере
Нумай халăх çуралать,
Хăшĕ-пĕри ялсенче
Çĕр ĕçлесе пурăнать.

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: Хусан Ханлăхĕнчи Сăмахлăх

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Хусан Ханлăхĕнчи Сăмахлăх

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн паттăр кунĕсем çинчен сăвăçсем юрă та поэма, шилĕкçĕссм драма та трагеди çырнă… Ахальтен мар! Хулкка шывĕ хĕрринче вырăс çарне аркатнă (1223) Чинкис хан эшкерĕ пăлхарсене тапăннă, анчах хăй тыткăн ункине çакланса намăс курнă. 1229 çулта Атăл çинче чĕнмен хăнасене тепре пĕçеркке панă. 1232 çулта татах хирсе янă. Анчах 1236 çулта Патти хан эшкерĕ пăлхар çĕрне таптаса каçса кайнă-кайнах. Пăлхар, Пÿлер, Чĕкету, Сăвар, Керменчук хулисене вăл тĕппи çунтарнă.

Малаллине вулас