Священник Николай Кузьминъ
Çурла 29-мĕшĕ
Мĕншĕн пайан Ирод савăнат̌-ши? Мĕншĕн унăн çурђĕ йăлтăртатат̌-ши? Мĕн пирки пайан ун патне хăнасем вĕçĕ-хĕрри çук пухăнаççĕ-ши?
Астăвăр-ха пÿрт ăшне! Йĕри тавăра тĕслĕрен кĕленђесенђе çурта çунат̌. Пĕтĕм пÿртне çап-çутă çутатса тăрат̌. Урайне тĕрлĕ хаклă йышши кĕçесем сарса тултарнă. Ура сасси илтĕнмест. Йĕри тавăра сĕтел ларат̌. Сĕтелсем çинђе çимĕç, тĕслĕрен, хаклă йышши ерех тулли тăрат̌. Çийес килсен çи, ĕçес килсен, ĕç. Хăшне ђун çăват̌, çавна ĕç, çи! Тулли хăна. Пур те хаклă тумсем тăхăннă. Ĕçеççĕ. Çийеççĕ. Савăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Ташлаççĕ. Кулаççĕ. Пĕтĕм пÿрт савăнат̌. Иродăн çĕнĕ арăмĕ, йеркĕнĕ, хăнасен умĕнђе çÿрет. Вĕсене пăхат̌. Хăй патша çуртĕнђе пурăннипе кăмăлне асла хурса çÿрет. Мĕншĕнех Ирод савăнат̌-ши вара?