Хура Халăх Куççуллисем…
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Шур Атăла юхса, ай, пĕтес çук.
Атьăр юрлар, атьсем, ай, юрлар-ха
Сак айĕнчи савнă, ай, юррине.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Турă курчĕ пирĕн, ай, куççульне:
Турă пачĕ пире ырă патша —
Эпир ырă кунсем курмаллах.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Пирĕн пата килчĕ, ай, Пăкачах,
Пире пачĕ Пăкачах, ай, ырлăхсем —
Хусан хуçисенчен, ай, хăтарчĕ.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Хусан хули айне ям чавтарчĕ,
Виç çĕр пичке тарне, ай, ларттарчĕ,
Хусан хулине те, ай, çунтарчĕ.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Хусан хулине те, ай, хур çитрĕ.
Пăкачах та хытă, ай, тăрăшрĕ
Хусан хуçисенчен хăтарма.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Пăкачах та илчĕ, ай, Хусана.
Хура Хусан хулин, ай, хуçине
Хурах пусрĕ Пăкачах халăхшăн.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Çунса кайрĕç Çĕрпÿ, ай, тÿрисем
Пăкача та патша, ай, хушнипе,
Хура халăх ылханĕ, ай, çитнипе.
Хура халăх куççуллисем, ай, шывсем мар…
Пире пачĕ Пăкачах, ай, ырлăхсем.
Атьăр юрлăр, атьсем, ай, юрлар-ха
Сак айĕнчи савнă, ай, юррине.

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ