Çичĕ хăрхăм


15-мĕш тата 16-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăрта çырса хăварнă палăксем е вĕсен копийĕсем çук. Халăх хушшинче сăмах вĕççĕн упранса юлнă фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсем ку тапхăрта пуçланнă теме май пур… Тĕплĕнрех →


Çичĕ хăрхăм

Авал Сĕве хĕрринче,
Чапăрлă ту тăрринче,
Чултан тунă тĕрекпе
Питĕ чаплă керменте
Пурăннă Пикмет мăрса
Таврара хуçа пулса.

Çав мăрса тет çулсерен
Хĕр суйланă ялсерен.
Чи илемлĕ хĕрсене
Ăсатнă хайсем патне
Хусана та Тĕрĕке—
Хăрхăма ĕмĕрлĕхе.

Пĕррехинче çак мăрса
Хăй эшкерĕпе тухса
Пуçтарнă тет ирĕксĕр
Нар пек хÿхĕм çичĕ хĕр:
Килеç имĕш хăнасем—
Хусан ханĕн çыннисем…

Хăнасем пуçтарăнсан,
Ĕçкĕ-çикĕ пуçлансан
Юрлама та ташлама,
Хăнасе[не] савăнтарма
Кăлараç хăрхăмсене
Мăрса тусĕсем умне.

Хăрхăмсем юрла-юрла,
Ярпайса ташла-ташла
Сыв пуллашнă вăрманпа,
Ешĕл улăх-çаранпа.
Кайран, юрă вĕçленсен,
Çÿл кермен чÿречинчен
Çиччĕшĕ те Сĕвене
Сикрĕç тет те вилчĕç тет,
Хумсем айне пулчĕç тет.

Халĕ çавă вырăна
Хăрхăм авăрь тееççĕ.
Хĕрсен хурлă юррине
Тав[ра]ри ялсем юрлаççĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.