Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Çемен Мрес

Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçĕсем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→


Çемен Мрес

(1887-1956)

Çемен Мрес (Семен Фомич Фомин) 1887 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнин Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунтал районĕ) Аксаккура çуралнă. 1894 çулта вăл ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕрет. Виçĕ çул иртсен, шăмă туберкулезĕпе чирленĕрен, .пилĕк çула яхăн утаймасăр пурăнать. 1901 çулта унăн хăрах урине татаççĕ, инвалид пулса юлать. 1903 çулта вăл Тăварăмри пуçламăш шкултан вĕренсе тухать. Шунталри учительсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ чухне Ç. Мрес шкул ачисен пăлхавне хутшăнать, çавăншăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. 1909 çулта вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет. 1948 çулта, сывлăхĕ хавшанипе пула, пенсие тухать. Ăна 1945 çулта «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе наградăланă.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Çурла 6-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун Іисус Христос виçĕ вĕренекенне Хăй мухтавлăхне кăтартнине асăнса праçник тăватпăр.

Іисус Христос Хăйĕн ђи йуратнă вĕренекенĕсене:

Малаллине вулас