
Иван Григорьев — Хусанти семинарире вĕреннĕ учитель. Ытларах ăслă-тăнлă пулса пурăнма вĕрентсе сăвăсем çырнă… Тĕплĕнрех→
Ялти куштансем
Çакă аслă тĕнчере
Нумай халăх çуралать,
Хăшĕ-пĕри ялсенче
Çĕр ĕçлесе пурăнать.
Пирĕн ялсем пысăк мар,
Ялти халăх пуян мар,
Хăшĕ-пĕри пит йăваш,
Вĕсем пурте шав чăваш.
Тата пирĕн ялсенче
Хура халăх хушшинче
Йытсем хытă йĕреççĕ,
Кăна пурте пĕлеççĕ.
Усал йытсем вĕрмесен,
Е куштан пулмасан,
Пире лайăх пĕлĕччĕ,
Турă пиллĕх парĕччĕ.
Халĕ кăна пăхăр-ха:
Ялти куштан мĕн тăвать,
Хыттăн тискер кăшкăрса,
Йаваш чуна мăкăртать.
Куштан ял пуç пуласшăн.
Хăй ырă курасшăн,
Йăваш çынна тивесшĕн,
Хăех çиеле тухасшăн.
Ялта пуху тусассăн,
Пĕр-ик куштан пырсассăн,
Пĕтĕм халăх лăпланать,
Икĕ куштан ĕç тăвать.
Ĕçне туса пĕтермен,
Эрех ĕçме пуçланă,
Кăна йăваш илтермен,
Куштан илме хуштарнă.
Хура халăх хушшинче
Куштансен ырă курмĕçĕ;
Мĕн чухлĕ усалсем
Халăх эреххи ĕçеççĕ.
Хăйсен çиме çăкри çук.
Çапах çĕрне сутаççĕ,
Выльăх çиме ути çук,
Кăна ĕçсе пĕтереççĕ.
Астăвăр-ха, тăвансем,
Мĕн каланă ваттисем:
«Эпир эрех ĕçме тăрăшман,
Усал тума хăранă,
Çавăнпала пурăннă,
Ампар тулли мул пухнă».
1913
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
- Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ