
Иван Григорьев — Хусанти семинарире вĕреннĕ учитель. Ытларах ăслă-тăнлă пулса пурăнма вĕрентсе сăвăсем çырнă… Тĕплĕнрех→
Чăвашсем ялти учительсем çинчен мĕн калаççĕ
Халĕ чăваш ялсенче
Шкулсем тăва пуçларĕç;
Çапла чăваш хушшинче
Ырă çынсем тупăнчĕç.
Шкулă тулли ачасем
Куçран пăхса лараççĕ,
Хăшшĕн-пĕрин сăмсисем
Юха-юха анаççĕ.
Çакă мĕскĕн çынсене
Вĕрентекен ăс парать.
Чунтан-вартан ĕçлесе
Тинех çутта кăларать.
Вĕрентесси çăмăл мар,
Вĕрентекен ютă мар,
Хамăр чăваш хушшинче –
Хресчен ачи вĕрентет.
Ялти вĕрентекене
Ăслă тесе шутлаççĕ,
Халăх хăй пĕлменнине
Вĕрентекенрен ыйтаççĕ.
Хресчен мĕн-мĕн ыйтнине
Вăл калать чăннипе.
Капла вара пулăшса,
Усă кÿрет халăха.
Анчах пирĕн чăвашсем
Çынна ырă сунас çук,
Вĕрентекен мĕн чухлĕ ĕçленине
Шухăшласа пăхас çук.
Чăваш çапла шухăшлать:
Вĕрентекен ĕçлемест,
Вăл пысăк шалу илет,
Пуринчен те пуян, тет.
Мĕн чухлĕ укçа килнине
Тата пĕлсе тăраççĕ,
Анчах ăçта хунине
Пĕлме тăрăшмаççĕ.
Çын аллинчи татăка
Пурте курса тăраççĕ,
Мĕншĕн тесен пысăка
Вĕсем пит юратаççĕ.
Паянтан кăна, тăвансем,
Пăрахăр çав суя шухăшсене.
Хăвăр куратăр, мĕскĕнсем.
Вĕсем мĕнле ĕçленине…
1913
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ