
Чăпар кайăк
Пирĕн хăта пахчинче
Пĕчĕк лутра йывăç çинче,
Çап-çаврака чашăк пек,
Пĕр кайăк йăви пур.
Кайăкĕ ытла илемлĕ
Темиçе тĕслĕ тĕкĕпе.
Ăшă çăва тухсассăн,
Хĕвел хĕртсе пăхсассăн,
Çĕр курăкпа ешерсен,
Йывăçсем чечеке ларсассăн,
Çав çаврака йăва çинче
Пилĕк пĕчек çăмартапа
Пусса ларать чăпар кайăк.
Кайăк пусма ларсассăн.
Вун ултă кун иртсессĕн.
Çуралаççĕ ачисем
Çап-çара та пĕр тĕксĕр,
Хĕп-хĕрлĕ çăварлă.
Ачисем ÿссе çитĕниччен
Ашшипеле амăшĕ
Пĕр канмасăр ĕçлеççĕ,
Пĕрмай апат шыраççĕ.
Вĕсем ÿссе çитĕнсен,
Килте ларас килмесĕр,
Вĕçсе тухса каяççĕ,
Хăйсем апат шыраççĕ.
Ирхи куна каçчен
Хавасланса вĕçсе çÿреççĕ.
Каç пула пуçласан.
Пурĕ пĕрле пулайса,
Хыпаланаççĕ килелле.
Çуллахи вăрăм кунсенче
Çавă кайăк чĕпписем.
Икĕ çунатне шарт çупса.
Çинçе илемлĕ сасăпа
Шăрантараççĕ юранă.
Пĕтĕм пахчана янăратса.
Иртен-çÿрене илĕртсе.
Çуллахи кĕске çĕрсенче
Çав пахчари икĕ тупчăк*
Янăратаççĕ пĕтĕм яла
Пĕр-пĕринчен ăмăртса.
1912
*тупчăк — шăпчăк.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
- Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ