Тимофей Терентьев: Пахча варринчи пулă кÿлли

Тимофей Терентьев — Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă учитель, çутĕç тата ĕçтăвком ертÿçи. Ытларах революци тапхăрĕнче вĕренмешкĕн ÿкĕтлесе çырнă… Тĕплĕнрех


Пахча варринчи пулă кÿлли
Пулă вылямасăр пулханмасть.
Чунăм савнă тусăма
Куллен-кун курмасан,
Çамрăк чĕрем лăпланмасть.
Пирте тăн-пуç пулас çук,
Савнă туса курмасан.
Ĕçсе-çисе ăна кĕрес çук,
Пĕртте хыпарне илтмесен
Пĕртте илтмерĕн пĕр уйăх:
Пĕрре ка[й]рă шырама,
Урам варринче тĕл пултăм.
«Сывă-и, тусăм?» терĕм те –
Икĕ куçĕнчен шыв тухрĕ,
Икĕ пичĕ хĕрелчĕ,
Юн сиксе тухас пек, –
Пĕр кăмăлсăр юлайчĕ.

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Тимофей Терентьев: Пÿрт умĕнчи решетке

Тимофей Терентьев — Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă учитель, çутĕç тата ĕçтăвком ертÿçи. Ытларах революци тапхăрĕнче вĕренмешкĕн ÿкĕтлесе çырнă… Тĕплĕнрех


Пÿрт умĕнчи решетке,
Тĕрлĕ лайах, йываçран
Тунă иккен ăсти те –
Пусмасăрах улăхмалла,
Уçмасăрах кĕмелле.
Ай-хаях та çамрăксем,
Аллăрти сарă перçетке,
Çыхнă иккен хăйне те
Çара кăчăк çумĕнчен
Сарă, кăтра, ватă хĕрсем
Алăпа мар, урапа
Каçхи уйăх çутипе.

Малаллине вулас