
Хĕртсе хĕвел пăхать-çке,
Пĕтем тĕнчене çутатса.
Çутă хĕвел пулмасан.
Тĕнче тĕттĕм пулĕччĕ,
Тĕнчере вĕреннĕ çынсем пулмасан,
Халăх пĕртте вĕренмен пулĕччĕ.
Хĕртсе хĕвел пăхать-çке,
Пĕтем тĕнчене çутатса.
Çутă хĕвел пулмасан.
Тĕнче тĕттĕм пулĕччĕ,
Тĕнчере вĕреннĕ çынсем пулмасан,
Халăх пĕртте вĕренмен пулĕччĕ.
Çавра çил çавăрса
Арманне авăрса
Энтюкка пиччене анратса,
Тÿпетей тăхăнтарчĕ.