Тимофей Терентьев: Сарă хĕр


Тимофей Терентьев — Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă учитель, çутĕç тата ĕçтăвком ертÿçи. Ытларах революци тапхăрĕнче вĕренмешкĕн ÿкĕтлесе çырнă… Тĕплĕнрех


Сарă хĕр

Антун илчĕ Йăнтăрчран,
Эпир илес пулсассăн,
Хамăр ялтан тухас çук.
Пирĕн арăм пуласси, –
Тĕпĕ-йĕрĕпе каласан, –
Тăвăрлăкри урамра.
Унта пырас тесессĕн,
Кай енчен пырсассăн.
Шурă пÿрчĕ Урамра.

Ытах тĕлне пĕтмесен, –
Мал енчи урамра.
Шурă пÿртĕн пуçĕнче
Вĕтлĕх улма пахчи пур.
Шурă пÿрчĕ – çăкалăх,
Çавăнпа шурă курăнать.
Унăн хĕрĕ – хăналăх
Ашшĕ-амăшĕ умĕнче,
Çавăнпа çынна курăнать.
Хĕрне курма пырсассăн,
Çăка пÿртĕн ăшĕнче
Ярăнса кăна çÿрейрет, –
Пирĕн арăм пулас пек,
Ун çинчен асăнсан –
Йăлтăр кăна кулас пек.
Ун çине пăхсассăн –
Тумланнă иккен пĕлнĕ пек,
Малалла каласа çырнă пек:
Пирĕн арăм пулассин
Çутă майçыххи – мăйĕнче,
Пурçăн тутри – пуçĕнче,
Кĕмĕл çĕрри – пÿрнинче,
Ылтăн сулли – аллинче,
Мерчен шăрçи – умĕнче,
Ахах алка – хăлхинче,
Сăран пушмак – уринче,
Терлĕ тĕслĕ ярапа –
Çивĕт туни вĕçĕнче,
Çутă пиçихи – пилĕкре,
Пурçăн кĕпи – айĕнче,
Пустав халат – çийĕнче.
Вăл хăй сап-сар –
Улăх хĕринчи хăва пек.
Унăн пĕвĕ яштай –
Станран тухнă çурта пек,
Унăн куçĕ йăлтăрка –
Пĕлĕт çинчи çăлтăр пек.
Илĕртет-çке майĕпе.
Татса çиес çырла пек.

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.