
Сарă хĕр
Антун илчĕ Йăнтăрчран,
Эпир илес пулсассăн,
Хамăр ялтан тухас çук.
Пирĕн арăм пуласси, –
Тĕпĕ-йĕрĕпе каласан, –
Тăвăрлăкри урамра.
Унта пырас тесессĕн,
Кай енчен пырсассăн.
Шурă пÿрчĕ Урамра.
Антун илчĕ Йăнтăрчран,
Эпир илес пулсассăн,
Хамăр ялтан тухас çук.
Пирĕн арăм пуласси, –
Тĕпĕ-йĕрĕпе каласан, –
Тăвăрлăкри урамра.
Унта пырас тесессĕн,
Кай енчен пырсассăн.
Шурă пÿрчĕ Урамра.
Аттен трантас пур чухне
Кÿлсе тăрат пар лаш[у]на:
Çилхисене çи[вĕ]тлесе,
Хÿрисене тÿлесе,
Савнă тусăм Уляна
Свăнчĕ сывлăм типиччен.
Каланăччĕ сăмахсем
Чĕре варне витинчен.