Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Тимофей Терентьев

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →

Тимофей Терентьев

(1890-1960)

Тимофей Терентьевич Терентьев 1890 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи (халĕ ЧР Тăвай районĕ) Тенеялĕнче вăтам хресчен кил йышĕнче çуралнă, 1903 çулччен ялти пуçламăш класра пĕлÿ илнĕ, 1908-1910 çулсенче Ишекри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ, кайран Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире экстерн йĕркипе экзамен тытса, вĕрентекен ятне илнĕ. Пурнăçне вăл учительте ĕçлесе ирттерет, 1921-1923 çулсенче Тăвай вулăс çутĕç пайне тата вулăс ĕçтăвкомне ертсе пырать. Çутĕçĕнче нумай вăй хунăшăн ăна 1949 çулта «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕ панă.

Малаллине вулас