
Паласахун Юсупĕ – Вăта Ази сăвăçĕ, шухăшлавçи. Тĕрĕк литературин авалхи тапхăрĕн паллă хайлавçи… Тĕплĕнрех →
Хăтлă Пĕлÿ
(Поэма сыпăкĕ)
Вĕренÿпе пĕлÿ çинчен калани
Ăславçă, пĕлÿ çинченех çак сăмах.
Пĕлÿ ырлăхне эп мухтасшăн кăштах.
Каçхи тĕттĕмри çутă тĕл — вĕренÿ,
Вĕреннĕ çынна пулатех киленÿ.
Пĕлÿ-вĕренÿ сана çĕклĕ çÿле —
Этемĕн хисепĕ килет пĕлÿпе.
Пĕлÿсĕр этем — суккăрсен шутĕнче.
Пĕлÿ куçĕпе йăлт курать çут тĕнче.
Пĕлÿ пуç пулсан халăха та аван.
Ун чапĕ ун чух çухалмасть нихăçан.
Ăсчах евитлет: «Вĕренсе ăс пухсан
Чи çылăхлă çын çăлăнать тамăкран!»
Сăна пепкене: тăрăшать мĕнешкел,
Анчах вĕренмешкĕн çитмен-ха мехел.
Пĕлнин мĕн усси ватăлсассăн этем:
Йăлтах манăçать, тек тытаймĕ калем.
Айван çынсене тивес çук çут тивлет,
Вĕсен чир-чĕрне вилем çеç шеп сиплет.
Эс ыйтăн: «Камсем — вĕренмен тăмсайсем?»
Хуравлăп: «Пĕр усă кÿмен ан-сухсем».
* * *
Вĕреннĕ çынсем пур ĕçре те хастар,
Пĕлÿсĕр этем кÿрес çук пархатар.
Çÿрет халăхра кун пирки пĕр сăмах:
«Пачах вĕренмен тĕк — вăл чыссăр ухмах».
Пăхсан тĕсереххĕн тĕп-тĕрĕс йăлтах,
Вĕреннĕ çынсен усси пысăк, чăнах.
* * *
Ăслах тем тесен те тăрлав тупнă ар,
Хăвачĕ те пур ун, пурах пархатар.
Вĕреннĕ ар çыннăн пахмачĕ паха,
Нумай пĕлекен çеç ларать пуçлăха.
Ал вăйĕн ĕçне те туйса сумлăха
Этем тĕпе хунă йăлт ăслăлăха.
Вĕреннĕ çынсем ырă чунлă, пĕлсем,
Пĕлÿ пуррипе пуç пулаççĕ вĕсем.
Пин-пин пысăк ĕçĕн çăл куçĕ те ав
Йăлтах вĕренÿ-çке. Ăна чыс-мухтав!
Кăштах вĕреннин те усси сахал мар,
Вăл пысăк пĕлÿшĕн пит кирлĕ тымар.
* * *
Тăват япала пур — хăватлă вĕсем,
Пачах пĕчĕк мар теççĕ ват ăсчахсем:
Пĕрикĕ — вут-çулăм, теприйĕ — тăшман.
Хура чир-чĕрпе иккен виççĕмĕш тан.
Вĕсем пĕрле пухăннă ăслăлăха,
Ĕнен хăватне, пулас çук кăлăхах.
* * *
Анчах икĕ енлĕ çав вăй, ăнлансам:
Инкек те кăтартĕ, телей — ăнтарсан.
Пур ăслăлăх — пурлăх магничĕ иккен,
Ăс-тăн — пурлăха упракан мăн кермен.
Пĕлÿ мускус евĕр пулать тепĕр чух,
Ăна пытарсан та усси пулас çук.
Пытар мускуса — ун шăрши тухатех,
Пĕлÿ те çавах ав — чĕлхе сутатех.
Ăс-тăн — пысăк пурлăх, пуянлăх, анчах
Ăна вăрлама пултараймĕ хурах.
* * *
Пĕлÿ, вĕренÿ — çирĕп сăпă пекех,
Тăваймĕ пĕр утăм унта лекекен.
Чунтан кăмăлланă вĕри ăйăра
Хуçа кирлĕ куншăн тытать тăлăра.
Тăлланă шух ут тăраймасть нихăçан,
Ун пек янавар иртеймест хуçаран.
Пĕлсем, вĕренÿ саншăн — шанчăклă тус,
Тăван пиччÿ пек вăл. Пуçна çеç ан ус!
* * *
Пĕлÿ тĕттĕм çыншăн пачах ют иккен,
Пĕлес темен çын вăл — хăрушă инкек!
Ăсчахшăн пĕлÿ — тăванран та тăван,
Ăнланмĕ çавна нихăçан та айван.
Ăсчахшăн пĕлÿ вăл — апат, тумтирех,
Айванлăх каварлă — тăшман евĕрех.
* * *
Нумай пĕлекен! Эс чунна тасатсам!
Хаярлăх ан юлтăр. Чысна упрасам!
Хаяр çилĕпе эс ан пуçăн ĕçе,
Пур вĕчĕх çынсен ÿкĕнме тиветех,
Васкавлă ĕçре чуну йĕмĕ веçех.
Кăра çиллисен те шăпи тулатех!
Хăйне тăп тытма ялан тивĕçлĕ бек.
Çап-çут пулмалла ун хĕвел, уйăх пек.
Минетлĕхпеле ăшă пиллĕх кирлех,
Пĕлÿлĕх те кирлĕ çав ĕмĕрлĕхех.
Нумай вĕренни кирлĕ лайăх пĕлме,
Пĕлÿ ăна кирлĕ хастар ĕçлеме.
Тарса усалтан, вăл пуç таптăр ырра,
Пултартăр тырра уйăрма хывăхран.
Курма та туйма вăл пултартăр йăлтах.
Хăйне тытма пĕлтĕр хăюллă пулсах.
Ун чух умра пулĕ çап-çутă малаш:
Пуçне çухатман çын çимест пиçмен аш.
Кун пек çыннăн пулĕ кун-çулĕ пыл-çу,
Ик çут тĕнчене уншăн уçă мăн çул.
* * *
Усаллăх, хаярлăх — ар çыншăн инкек,
Вĕсен хÿттинче эс çын мар ĕнтĕ тек.
Тăнла, çамрăк тусăм, ăсчах сăмахне.
Çав ыр чăнлăха эс ан ман ĕмĕрне:
«Усал иленсессĕн çухатăн тăнна,
Çилленчĕк çын ăссăр, ун сĕмлĕх кăна.
Мухтавлă ар çын та урсассăн — ухмах,
Ыр çын тилĕрсессĕн — тÿрккес те чăртмах».
* * *
Тăнла, тăнлă ар калас çук кăлăхах,
Ялан чун уççи вăл — тăрлавлă сăмах:
«Хăш-хăш япала чуна кÿрĕ асап,
Çын курĕ хĕн-хур çавсемпе туслашсан.
Пĕри вăл — чĕлхе, ун хавалĕ — хавха.
Теприйĕ пулать тытмасан сăмаха.
Эрех-сăрапа сăхланни вăл —тепри,
Унпа туслашсассăн пулаймĕ ырри.
Куштан тăк, кăшт кутăн тăк — тепĕр сиен,
Ун пек çынсене хисеп çук ĕлĕкрен.
Тата тепĕр сарăп — чĕрре кĕресси,
Кашни çынпалах харкашса çÿресси.
Çил пек касакан чĕлхери сив сăмах
Çынна вĕлерме пултарать самантрах.
Çак пур хур-инкек пĕр çынра пухăнсан
Ан кĕт ун ĕç-пуçĕ ун чух ăнăçса!
Элчелĕ пĕр шелсĕр ăна тĕплетех,
Пĕтерĕ тискер çав синкер тĕппипех!»
* * *
Тăнла, хаклă çыннăм, ырришĕн тимле,
Вара йăлтах пулĕ çынла-этемле!
Итле, ырă çын мĕн калать кун çинчен,
Этем кăмăлне пĕлекен, сиплекен:
«Пурнать йÿнлĕ ар юп курса аванах,
Айван мухтасан та ăна айванах.
Айван ÿкĕнет те — ăс-тăнĕ кÿсет,
Ыр çын аллине усмасть ÿкĕнсе!
Ыр çын яланах ăнтарать пур ĕçе,
Хĕн-хур çулăхать ăçти çук кĕвĕçе».