Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни


Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Свящ. Н. Кузьминъ


Іисус Христос вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăрсан хĕрĕхмĕш кун йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Вăл вĕсене Іерусалимрен илсе тухса Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Вăл унта Хăйĕн вĕренекенĕсене йулашки хут пилленĕ те, пĕлĕт çине çÿлелле çĕклене пуçланă. Апостолсем хăраса ÿкнĕ. Христос çĕкленнĕçемĕн çĕкленнĕ, кайран пĕтĕмпех курăнми пулнă. Апостолсем нимĕн тума пĕлмесĕр çÿлелле, Христос çĕкленнĕ çĕрелле, пайтахђен пăхса тăнă. Вĕсем хăйсен шухăшĕпе Христос каллах çĕр çине анĕ, тесе шухăшласа кĕтсе тăнă. Вара вĕсене сасартăк икĕ ангел курăнса каланă: ей Галилея çыннисем, мĕншĕн есир пĕлĕт çинелле пăхса тăратăр? Çак сирĕн патăртан пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă Іисус татах килмелле. Есир Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе кайнине куртăр. Çавăн пекех Вăл тепĕр хут килмелле, тенĕ. (Дѣян. 1, 9—12). Вара апостолсем йулашки хут çĕре ÿксе пуççапнă та, савăнса Іерусалиме тавăрăннă.

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнине асăнатпăр. Епир ĕнтĕ Христосăн вĕренекенĕсем. Ат̌ăр, епир те апостолсем пек пулар.

Апостолсем Іерусалимрен тухнă пек, ат̌ăр, епир те çак таса ђиркÿрен тухар. Апостолсем Іерусалимрен тухса Елеон тăвĕ çине улăхнă пек, ат̌ăр, епир те таса хире тухар, хамăр шухăшăмăрсене çÿле хăпартăр. Апостолсем пĕлĕт çинелле нумайђђен пăхса тăнă пек, епир те пĕлĕт çинелле пăхар, Христос Туррăмăр йађĕпе молебен тăвар. Ђăн вăл, епир, апостолсем пек, нумайђђен пĕлĕт çине пăхса тăрас çук. Пирĕн куçа пĕлĕтрен ытла çĕр туртат̌. Пирĕн куç пĕлĕтрен ытла çĕре йуратат̌. Çавăнпа епир, апостолсем пек, кĕретех ангелсене курма пултарас çук. Çапах та ђунтан-вартан, пĕтĕм ђĕререн кĕл-тусан Турă ангелĕсене, Турă ырăлăхне, урăх тĕрлĕ курма пултарăпăр. Акă йĕри тавăра хире пăхăр-ха. Вăл пĕтĕмпе йĕшесе, симĕсленсе выртат̌. Пĕтĕм халăх кăмăлне савăнтарат̌. Пур те тырă лайăх пуласса ĕмĕтленеççĕ. Çавă пире Турă курăнни пулмаст̌-и вара? Çавăнпа калатăп: ат̌ăр, иконăсене алла илсе хире тухар. Таса пĕлĕт çинелле пăхса çĕкленнĕ Христос Туррăмăра тархаслар. Вăл пире тăлăха ан хăвартăр-ђĕ. Пире йаланах пулăшса тăтăрђĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.