
Иван Козлов – тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хуласенче суту-илÿ сферинче тата хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хунă паллă учитель. Халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен сăвăсемпе очерксем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех →
Салтак ачине ăсатни
Салтак ачине ăсатса янă чухне
Пылчăклăрах çанталăк пулать кĕркунне.
Анчах ăна-кăна пăхмасăр,
Кайла-майлă шутламасăр,
Çамрăк салтак тус-йышсене прощеть тума тухать,
Юратнă юлташсем юлнăшăн чылай хытă кулянать.
Ун чухне килтен киле çÿремех
Виçĕ лашапа чупаççĕ – самай та пахисемпех.
Унта пĕрле çÿрекен юлташсем те сахал мар,
Анчах вĕсем ытла пĕлейми ĕсĕрех мар.
Салтак ачине ытамласа илсе çÿреççĕ вĕсем,
Каймалли те, кайса килни те пур ун тантăшсем.
Çапла прощеть туса çÿренĕ чухне
Пурте юрлаççĕ авалтан тухнă сăвви-юррине.
Прощетъ туса çÿресе пĕтерсен.
Çамрăк салтак хăй килне çавăрăнса килсен,
Тухса каяс срук та инçех юлимасть,
Анчах салтакки «часрах каясчĕ» тесе калимасть.
Салтак кайнă çĕре пускилсем сăра ăсса пыраççĕ.
Çапла вара кĕреке туллиях сăра витрисем лараççĕ.
Тухса каяччеи салтакки ашшĕсене ÿксе пуççапать,
Унтан вара виç курка сăрине те лайăххăнах ĕçимасть.
Кĕреке умне ура çине тăрсам,
Виç çавра салтак юррипе юрласан,
Ватăрах салтаксем ытакласа илсе тухса каяççĕ;
Ун чухне ял хапхине çитех ытакласа юрласа пыраççĕ…
Хапхана çитсен, каяллах
Юлакансемпе чуптумалли йĕрке пур авалах.
Çапла прощеть туса пĕтерсен,
Авалхи салтаксен йĕркисене туса çитерсен,
Кÿлнĕ лашисем çине лараççĕ те каяççĕ,
Ухутниикреххисем чылаях инçе ăсатаççĕ.
1910
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ