Кузьма Сидоровъ
Май 21-мĕшĕ
Тăвансем, пайан епир, апостостолсемпе пĕр тан пулнă Константинпа Еленана асăнса праçник тăватпăр. Константин Христос çуралсан кайран 4-мĕш ĕмĕрте Грек çĕрĕнђе патша пулса пурăннă. Малтан вăл суйа тĕнпе пурăннă. Çапах та Христос тĕнĕ çинђен хăй амăшĕ, Еленаран, тата ытти нумай Христоса ĕненекен çынсенђен те илтсе пĕлнĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсен ырă пурăнăçĕ, ун кăмăлне кайнă. Константин хăй те Христос тĕнне кĕресшĕн пулнă, анђах вăхăт шав иртсе пынă. Вăл патшана кĕриђђен, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене пурăнма пит кансĕр пулнă. Тĕслĕрен асаплантарса пĕтернĕ вĕсене. Константин патшана ларсан, вĕсен хутне кĕрсе пурăннă. Ун пирки ытти халăхсемпе вăрçăсем те нумай пулнă. Пĕрре çапла Константин патша хăй çаррипе тăшманĕсене хирĕç кайнă ђухне, кăнтăрлах пĕлĕт çинђе тата: „çакăнпа çĕнтер“ тенĕ сăмахсем пулнă. Ку хăвата курсан Константин пит савăннă. Тăшманĕсене ђăнах та çĕнтернĕ. Унтан кайран хăй те Христос тĕнне кĕнĕ. Вара Христоса ĕненекенсене пурăнма аванах пулса кайнă. Вĕсене тек хĕсĕрлекен пулман. Патша вĕсен валли ђиркÿсем тăва-тăва панă, Унăн амăшĕ, Елена, ăна пит нумай пулăшса пурăннă, Çак ырă ĕçсемшĕн, Турă ђиркĕвĕ вĕсене апостолсемпе пĕр тан тесе хисеплет.
Халĕ ĕнтĕ епир, тăвансем, Турă Хăй йенне çавăрăнас тийекен çынсенĕн кăмăлĕсене йепле çавăрнине пĕлетпĕр. Ун пекки пирĕн хушшăмăрта та пит нумай, анђах епир, йе сисмесĕр вулатпăр, йе сиссен те, вăл хамăр вăй тăрăх, хамăр пĕлнипе пулђĕ тесе шухăшлатпăр. Çук, тăвансем, апла шухăшлани тĕрĕс мар. Епир хамăр вăйпа, хамăр ăспа, Турă пулăшмасан, нимĕн тума та пултараймастпăр. Іисус Христос пĕр вырăнта акă çапла калат̌: „есĕ ху тĕллĕн, хăвăн пĕр çÿç пĕрђине те йе шурă, йе хура тума пултараймастăн“, тет. Ђипертерех шухăшласа пăхар ха, çумăр çумаст̌ пулсан, тырă-пулă пулмасан, хамăр тĕллĕн мĕн тума пултаратпăр? Çук. Турă парсан савăнатпăр, памасан хурланатпăр. Константин патша та çавăн пекех, Христос тĕнĕ çинђен ĕлĕкех пĕлнĕ пулсан та, хĕрес палли хăватне куриђђен, Христос тĕнне кĕме иккĕленсе тăнă.
Хĕрес паллине курсан, вăл тек ĕненмесĕр йулман, ĕненнĕ. Кăђуне пирĕн ун пек хăватсем кĕтсе тăма вырăн та çук, мĕшĕн тесен, епир çамрăкранпах, Христоса ĕненекен çынсем. Вăл пирĕншĕн хĕрес çумне пăталаннине, тамăка анса вилĕм хăватне пĕтернине, пирĕншĕн рай алăкне уçнине, ђĕрĕлсе тăнине, пĕлĕт çине çĕкленнине, пĕлсе тăратпăр, пирĕн иккĕленсе тăма вырăн та çук. Константин патша хĕрес паллине курса ĕненсе Христос тĕнне кĕнĕ пулсан, уншăн пирĕн пĕртте иккĕленмелле мар, мĕшĕн тесен вăл малтан кĕлеткесене пуççапса пурăнакан çын пулнă. Халĕ пирĕн, тăвансем, Турă ђиркĕвĕ мĕн каласа вĕрентнине, ђипер итлесе, вырăна хурса ĕненсе тăрас пулат̌. Турă ђиркĕвĕ нихăçан та пире усăсăр йапала çинђен вĕрентмĕ, Христос Туррăмăр мĕнле пурăнма вĕрентсе хăварнă, çавăн çинђен анђах каласа вĕрентĕ.
Малашне Турă пире хăй Евангеліери сăмахĕсене итлесе, вĕсене тĕрĕс тытса тăма патăр тесе Ăна та, Унăн апостолсемпе пĕр тан пулнă Константинпа Еленана та кĕл-тăвар. Амин.