Иван Козлов: Киреметпе юмăç


Иван Козлов – тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хуласенче суту-илÿ сферинче тата хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хунă паллă учитель. Халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен сăвăсемпе очерксем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех →



Киреметпе юмăç

Пирĕн аслаттессн час çырлахман турри киремет пулнă,
Ăна хур-кăвакал, укçа парсан анчах чиртен сыватнă.
Унăн хурăнташĕ те, пĕлĕши те пит нумай,
Кашни хăй ĕçен хуçа пулса пурнакань те чылай.
Кĕçĕннисемех ĕçе пăсса яраççĕ.

Аслă киремет шалу илнине таçтанах пĕлеç вĕсем,
Тÿрлетнĕшĕн нихăш те каçармаççĕ кăсем…
Вĕсене аслине-кĕçĕннине пĕлекенĕ те.
Менле миршĕн мĕн пăрахмаллине те
Лайăх, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлекенсенĕн ячĕ юмăç,
Вĕсемсĕр пуçне, хăшĕ киреметне те паллаймаç.
Киреметсем вĕсем укçасăр нихăш те çырлахмаççĕ.
Авалтанпа тем чул пуянлăх та пухаççĕ,
Çапах нихăшĕ те алăран илмен вĕсем,
Весене панăшăн нихăш те кулянмаççĕ пирĕн чăвашсем.
Чĕлхе-çăвартан ăна çĕнтерекен пулас çук.
Мĕн каламаллине вăл тахçанах вĕреннĕскер,
Урăх ĕçпе чăрманса пурăнма ÿркеннĕскср.
Хăй патне пынă çынсене,
Тĕпи-йĕрĕпе шутлама пĕлменскерсене,
Темĕскер те вĕрентсе улталать;
Хăшинне ал тымаррине тытса пăхкалать,
Теприне укçа çинех пăхса ярать-ĕçке.
Мăкăртатсан укçине хăех и[л]се юлать-ĕçке…
«Аслă киремет пурăннă çĕрте
Аслаттесем тиха пусса çитернĕ киремете,
Эсĕ, ачам, ху ятунтан пĕр чун та париман.
Хĕн-хур курасси те, ачам, сана çавăнтан…»
Тесе, пустуях суйса, çынпа кулянтарать.
Урăх сăмахсем те нумай тупса калама пултарать.
Пĕлмснниех пĕлнĕ пек калаçать те
Пăхтаракан çынни калама кирлĕ маррине те
Пурне те пĕр хăвармасăр каласа сăтăрса тăкать:
Хайхи юмăç тин мĕн тумаллине калать…
Хăшне укçа пăрахма калать-ĕçке,
Теприне тата «нухратпах юрать» тит-ĕçке.
Çапла вара аслаттесем авалтанпах
Пурте киремете пуççапнă, чăнах. [. . .]

1910

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.