
Лидия Сарине – поэт, прозаик, Раççей писательсен Союзĕн членĕ. Культура училищинчен вĕренсе тухнă. Ача-пăча учрежденийĕсенче, кинофикаци управленийĕнче, “Тăван Атăл” журналăн редакцийĕнче, Чăваш патшалăх университетĕче ĕçленĕ… Тĕплĕнрех →
Наçтукпа Мухтар
Пирĕн Мухтар ятлă йытă пурччĕ. Манăн йăмăкăн мăшăрĕ, Николай Иванович, Канаш хулинче милици уйрăмĕнче ĕçленĕ чухне илсе килнĕччĕ ăна. Куçран пăхсах ăнланаканскер. Унта, паллах, ятарласа вĕрентнĕ ăслă йытăсене çеç тытса усраççĕ. Мĕн тăвас тетĕн, йытăсем те ватăлаççĕ. Çавăнпа ăна тек унта тытса тăман, шелленипе киле илсе килнĕ.
Кĕркунне. Пукрав кунĕ. Анне ирех тăнă, вутă хутса янă. Чăваш йăлипе вăл кукăль пĕçерме хатĕрленет. Çулталăк çурăри Наçтук та кăмака умĕнче ăшталанакан кукамăшĕн-чен юлмасть, шав тем пулăшма хăтланать: савăт-сапа илсе парать, хăй чĕлхипе тем пуплет. Шатăртатса çунакан вут çине пĕр кана пăхса тăрать те аптăратма пуçлать:
— Мухтай! Атя, Мухтай! — алăк еннелле кăтартать вăл. Ку ĕнтĕ унпа кил хушшине тухмаллине пĕлтерет. Унта хайхи йытă пуррине пĕлет.
— Ерçместĕп-çке, ачам, — тет анне. — Йытти те çук халĕ. Паппа тăвать, — ăнлантарать вăл ăна. — Май-май тăвать, çывăрать. «Мăй-май» тени ĕнтĕ «бай-бай» тени пулать. Ачан хăйĕн чĕлхи.
Наçтук хăйĕннех перет, алăк патне кайса тăрать те йĕрмĕшме тытăнать.
Ашшĕ илсе килнĕ йытă патне тухас килет унăн. Анне ăна вăр-вар тумлантарса кил хушшине илсе тухать.
— К-а-ак! Ой! — аллипе тÿпере вĕçекен хур кайăксем çине кăтартать ача. Анне мăнукне çурăмĕнчен лăпкаса ачашлать:
— Аха. Хур кайăксем вĕçеççĕ! Аякка-а-а вĕçсе каяççĕ. Асту. Ан ÿк! — асăрхаттарса хăварать вăл ăна. Хăй васкасах пÿртелле кĕрсе каять.
Эпир хĕрсех чустапа аппаланатпăр. Кукăльсене хывас умĕн анне купăста çеçки хуртарать, унсăрăн кукăль тĕпĕ кĕлленет. Анне тунă кукăльсем ывăс çинче черетлĕх выртаççĕ: купăста кукли те пур кунта, çĕр улми, пăрçа, пăланпа хĕрлĕ кăшман кукăлĕсем.
— Ну! — тет анне, — кукăле кун çук, пĕçерекене вилĕм çук тенĕ ĕлĕк çынсем. — Унтан кукăле хывас умĕн хĕрес хурать те вĕри кăмакана лартать.
— Люшкине пăртак тай-ха, хĕрÿлĕхĕ тухса ан кайтăр! — хушать вăл мана. Çав вăхăтра ача шари çухăрни илтĕнчĕ. Анне хăраса ÿкрĕ. — Пĕтрĕмĕр! — терĕ вăл. — Ачана йытă çыртса туларĕ пулинех!
Хăвăртрах кил хушшине сирпĕнсе тухрăмăр. Ах! Курасчĕ сирĕн, мĕн пулса иртет унта! Наçтук пылчăклă çĕрте выртать, ăна хурсем тапăннă. Хур аçи ачана вăрăм сарă сăмсипе пуçĕнчен таклаттарать. Ача нимĕн те тăваймасть, хурах кăшкăрать.
Эпир тăна кĕрсе ĕлкĕриччен пахчаран Мухтар чалт! çеç сикрĕ, тÿрех ача патне ыткăнчĕ, ăна пальто аркинчен çĕклесе тăратрĕ. Наçтук çав-çавах кăшкăрса макăрчĕ. Эпир ăна лăплантарма тăрăшатпăр…
— Ах! Мурсе-е-ем! Пĕтме маннăскерсе-е-м! — хурсене чышкипе юнаса вăрçрĕ анне. — Кур-ха вĕсене, ачана та шеллесе тăмаççĕ, эсрелсем.
Шуйхăннăскерсем кăмăлсăррăн какаклатса лупас айнелле таплаттарчĕç. Мухтар чăн-чăн паттăр тейĕн: пылчăкпа вараланса пĕтнĕ Наçтукăн пĕчĕк пÿрнисене, пичĕ тăрăх юхса анакан куççульне çуласа типĕтрĕ. Хăй пĕр вĕçĕм нăйкăшрĕ. Çак пепкене астăвайманшăн хытă ÿкĕнчĕ пулас вăл, пирĕн умра хăйне темле питĕ айăплăн тытрĕ, куçран та пăхаймарĕ. Çăмламас хÿрине выляткаласа Наçтук умне пĕшкĕнсе лăпчăнчĕ. Ача майĕпен лăпланчĕ. Тепĕртакран хăй те Мухтара çурăмĕнчен шăлса ачашларĕ, кĕçех кулма та пуçларĕ.
Каярахпа тĕрлĕ сăлтавсене пула çемье хулана куçса килчĕ. Мухтара ирĕксĕрех тепĕр çынсем патне, ял вĕçĕнче пурăнакан Антуни аппа патне, хăварчĕç. Паллах, питĕ шел пулчĕ унпа уйрăлма. Вăл хăй те калама çук хытă пăшăрханчĕ пулас. Килтен тухса каяс чухне лартса панă апатне те астивмерĕ.
Пĕррехинче çапла тăван киле пытăмăр. Çанталăк нÿрĕ тăратчĕ. Йĕпхÿ çăватчĕ. Хăвăртрах ăшă пÿрте кĕрес килет. Пирĕн Наçтукшăн пулсан йĕпе çанталăк та ним те мар. Хăйĕн резина аттине тăхăнса янă та тек пахчара пылчăк çăрса çÿрет. Вăл ĕнтĕ пилĕк-ултă çула çитнĕччĕ. Кушака çупăрласа тытнă та тем калаçать:
— Ах, манăн пĕчĕкскерĕм! Эсĕ çаранах çÿретĕн-и? Санăн тяппи шăнса кайнă-мĕн, — тет вăл кушака чунтан шеллесе. — Ан кулян, Мăр-Мăр. Пач та ан кулян, эпĕ сана акă чăлха çĕлесе тăхăнтартăп та… Ай, ăçта таран эсĕ? Пылчăк çине ан кай, ачам, шăнса пăсăлăн. Уру шăнса хытать вĕт! Çарран ан çÿре! Кил, хам пата, кил! Вă-ăт, халь ăшăтатăп сана…
— Наçтук! — чĕнчĕ ăна амăшĕ. — Нумай ан çÿре, шăнса пăсăлатăн!
— Иччас! — кăшкăрчĕ хĕр ача.
Кÿршĕри кушаксем вара чăнах та эпир пынине таçтан сисеççĕ, пĕри те пĕри пирĕн пата чупса каçаççĕ. Наçтук вĕсемпе пуринпе те кăмăллă калаçать.
Килти ĕçсемпе аппаланса вăхăтлăха эпир ача çинчен те манса кайнăччĕ пулас. Пĕр хушă сас-чÿ пулмарĕ. Анчах тепĕр самантранах пахчара шăв-шав илтĕнчĕ:
— Мухта-а-ар! Эсĕ килтĕн-и? Мухтарчик… Анне! Мухтар килчĕ-ĕ-ĕ! — кăшкăрать Наçтук. — Питĕ-питĕ тунсăхларăм эпĕ сансăр, Мухтар.
Эпир чупса тухнă чухне хĕр ача йытта ыталаса илнĕ. Мухтар ниçта кайса кĕреймест! Хыттăн вĕре-вĕре илет, малтанхи пекех, ачана аллисенчен, питĕнчен çулать, пĕр чарăнми çуйăхать, нăйкăшать, хÿрине пăлтăртаттарать. Наçтук ăна ачашлать, темле ăшă сăмахсем каласа йăпатать. Акă вĕсем, чăн-чăн туссем. Иккĕшĕ тĕл пулнă та калама çук хытă хĕпĕртеççĕ. Ачан куçĕ епле çунать.
— Аллуна пар, Мухтар! — тет Наçтук йытă çинчен куçне илмесĕр. — Вăт! Маттур! Халĕ… халĕ вара икĕ уран тăрса кăтарт-ха, ну? Мухтар! Во! Во!
— Ах, Мухтар, эсĕ килнĕ-и? — ачашлатпăр ăна. — Эсĕ пире манса кайман иккен.
— Анне, вăл çиесшĕн! — тет ун умне пĕшкĕннĕ Наçтук. — Эпир килнине кам каланă ăна? Ăçтан пĕлет?
— Йытăсем сисĕмлĕ, вăл эпир килнине никам каламасăрах пĕлет, — ăнлантаратпăр хĕр ачана. — Ав кур-ха епле тунсăхланă саншăн.
Наçтук савăнăçлăн кулать, татах та татах ачашлать ăна.
Йăмăк хăвăртрах пÿрте чупса кĕчĕ, шăмăллă аш татăкĕ илсе тухрĕ.
— Мухтар. Лайăхскерĕм. Мансăр мĕнле пурăнатăн-ши? — чарăнми калаçрĕ ача.
Хăйне панă аш татăкне çăварĕпе кап! çеç хыпрĕ вăл. Унтан темле питĕ ирĕксĕррĕн пахча витĕрех килнелле уттарчĕ…
Çавăн пек ăслă йытă пурччĕ пирĕн тахçан. Халь тин каялла килме юраманнине питĕ аван туйрĕ вăл ун чухне. Нимĕн тума та çук. Тем пек каяс килмесен те каймаллах унăн.
— Мухтар! — кăшкăрчĕ ача.
Йытă çаврăнса пăхмарĕ.
— Эпĕ сана юрататăп, Мухтар, — терĕ ача шăппăнрах сасăпа.
Наçтукăн хурлăхлă сассине илтсен йытă майĕпен чарăнса тăчĕ, каялла çаврăнса пăхрĕ. Унăн куçĕнчен куççулĕ юхса аннăччĕ.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ