
Иван Козлов – тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хуласенче суту-илÿ сферинче тата хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хунă паллă учитель. Халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен сăвăсемпе очерксем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех →
Хĕр çураçасси
Çулталăкра пĕрре анчах çулла пулать.
Çĕр çинчи курăк çимĕç те пĕр[р]е çех чечек кăларать.
Этемĕн те çамрăк ĕмĕрĕ пĕр[р]е çех килст-ĕçке,
Çамрăк çыннăн шухăшĕ пуринĕн те ăрасна-çке.
Уссе çитсе авланас çул çитсен,
Яшă çыннăн мăшăрăн пурнас шут кĕрсен,
Ăçта килнĕ унта хер пăхма тапратать:
Пахарах та пахарах тум-тирсем тăхăнма хăтланать,
Хĕрен йăваш кăмăлне хăй енне çавăрасшăн,
Ĕмĕрпе унпала пĕрле пурăнмалла пуласшăн:
Лаши таврашне те тем тĕслĕ пахалатса пĕтерчĕ,
Çамрăк чухнехи капăр хатĕрĕ пĕчĕккĕнсх туса çитерчĕ…
Акă ĕнтĕ яш кил-çуртне
Миçе евĕк кĕрсе тухса кайнине
Астуса тăра канах та пулас çук çав.
Хăш чухне пускилсем те пулас çук çав,
Ăспа майĕпе çураçтарса çÿреç вĕсем
Ушипкă сăмах туса каймин пиреччĕ тиç кăсем.
Евĕч вăл яшăпа хĕршĕн пайтах хурлăх куркалĕ,
Яшăпа хĕр хушшинче нумай кайлă-майлă хутлакалĕ…
Юлашкинчен ĕçе çураçтарсах та пăрахать,
Мĕн кирлине тахçанах пĕлсе тăрать…
Хулăм хакне килĕштерсе татсассăн,
Челхе-çăварне çивĕчрех пуплекен тăвасшăн
Çур витре таранчченех эреке илме ячĕçĕ,
Пур хурăнташсене хĕр эреки ĕçме пыртарчĕçĕ.
Пухăннисенчен ĕсĕрлменни пĕри те юлмарĕ,
Авалтан тухнă йĕркерен нихăшĕ те кулмарĕç.
Яши çураçса киле тавăрниччсн,
Хĕр парне касса çакса яриччен
Тĕнлĕ ĕç уçăлни курăнмасть.
Ку йăласăр хĕр çураçни нихçан та иртеймасть.
Хăмисем кĕрекере темскер çинчен те вуласа лараççĕ.
Шутникрех халапсем те каласа кулаççĕ.
Хĕрпе яшă кĕреке умĕнчех тăмаççĕ,
Хăйсене кирлĕ сăмахсене пурне те тултах вулаççĕ:
Урăх çынна шырамалла мар ĕнтĕ халь:
Çураçасах та пулать ахаль…
Пирĕнтен çĕнĕрен тухнă йăла мар ĕнтĕ кăсем,
Авалтанпа сыпăнса пыракан йĕрке, таççĕ ватăсем.
Çураçнă хĕрĕн хăй пек юлташĕсем те сахал мар;
Анчах вĕсене валли эреки те сахалах кирлĕ мар;
Тĕр-çÿ пĕтерме пулăшаççĕ вĕсем:
Халь çураçнă хĕр пекех пулмаллисем кăсем.
Çапла вара илнĕ эрех ĕçсе пĕтерсессĕн,
Турăран малалла ĕмĕтленмелли пиллĕх илсессĕн,
Евчĕпе яшă тата яшин ашшĕ киле хатĕрленчĕçĕ,
Ĕсĕрлсе чÿхенкелесе анчах тăраççĕ.
Тăрантас çинче «сыв пулăр-ха» теççĕ-çке.
Юлакансем те «лайăх çитĕр» теççĕ-çке.
Ун чухне туй тумаллине пĕлмеççĕ.
Кайран уншăн тата тепĕр четвĕрт ĕçеççĕ.
Тепĕр ик кунтан яни кепе тăхăнма каллех килет,
Çураçнă хер ăна валли çухависем терлекелет.
Çапла вара ун чухне чылай чăрманмалли,
Вăл вăхăт иртсен, ĕмĕрлĕх савăнса пурăнмалла. […]
1910
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ