
Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →
Ĕçчен çын
Ĕлĕк-авал пĕр ялта Хураç ятлă çын пурăннă, тет.
Хураçăн пурнăçĕ питĕ начар пулнă, тет.
Çăкăр-тăвар çитмен унăн, кил-çурчĕ ишĕлсе ларнă, выльăх-чĕрлĕхĕ пулман унăн, чăх-чĕп усраман вăл.
Арăмĕ, хăй те çĕтĕк-çатăк тумтир тăхăннă: ачи-пăчи çĕтĕк çытмапа, çара уран, çанăсăр кĕпесемпе, хуп-хура питлĕскерсем, урам тăрăх ĕрлесе, йытă-кушак хăваласа, çăвара карса çÿренĕ.
Хураç ачисенчен иртен-çÿрен çын сăмах ыйтсан, йĕсем, сăмсисене мăшлаттарса, тутисене тавăрса, йĕкĕр шăлĕсене кăтартайнă.
♦♦♦
Çав ачасен ашшĕ, Хураç, этем уйра ĕçленĕ чух килте çывăрнă е, урам тăрăх урлă-пирлĕ пăхкаласа, тăнк-танк, тăнк-танк уткаласа, икĕ аллине калла тытса утса çÿренĕ.
Яллĕ çĕрте çерçи выçă вилмест, теççĕ, – çавнашкал Хураç та унтан-кунтан пĕрер татăк хупкаласа пурăннă.
Ĕçкĕ-çикĕре вăл пур çынтан та маларах ĕçсе çÿренĕ, кĕне çĕртен туха пĕлмен. Тулли куркана тĕппи тума ăста пулнă вăл.
Çÿпçе çине хупăлчи тенĕ пек, Хураçăн арăмĕ те усланкă, ланчашкарах, мелке çÿллĕскер тупăннă.
♦♦♦
Çулла, çĕмĕрт пиçсен, çынсем хĕрсе утă çулнă чухне, пĕрре Хураç çĕмĕрт çиме вăрмана кайнă.
Çĕмĕрт çисе ывăннă та Хураç çĕмĕрт айнех выртса çывăрнă. «Сулхăнта выртса кансан, тăрса, каллех çак çĕмĕртех çийĕп-ха», – тесе шухăшланă вăл.
Кăнтăрла çитнĕ. Хураç тутлă ыйхинчен вăраннă. Месерле çавăрăнса ывртнă. Хура, ахах шăрçи пек çĕмĕрт усăнса, хĕвелпе йăлтăртатса тăнă. Хураç хăйĕн юрлă, начар пурнăçне аса илнĕ. Карăнса анасланă, ахлатса янă та Хураç çапла шухăшлать:
Çынсен кил ăшчикки
Çап-çутă та тап-таса;
Сан пуртÿ пекки пур-и
Вил хуть те пăнчăхса.
Çынсен ачи-пăчи
Ĕçлесе мул пухасчĕ,
Сан ачу-пăчу пур –
Хăвна çисех тĕп тăваççĕ.
Çынсен аш Яшки –
Çи хуть те мăю таран;
Пирĕн яшкара
Сулмассерен таракан.
Э-эх пурнасчĕ
Пÿлме туллин ырашпа.
Карта туллин выльăхпа,
Енчĕк туллин укçапа!
Çапла шухăшласан, Хураç анасланă та каллех çывăрса кайнă.
♦♦♦
Хураç тепĕр хут ыйха кайсан, пер пĕчĕк сар пĕсехеллĕ кайăк, Хураç патĕнчи йывăçсем çине пĕр туратран тепĕр турат çине вĕçе-вĕçе ларса, сиккелесе, йывăçсене сăмсипе таккаса, апат шыраса:
«Ĕçле-ĕçле çи,
Ĕçле-ĕçле çи.
Ĕçле çи, ĕçле çи,
Ĕçле çи, ĕçле çи.
Ĕçле те çи, ĕçле те çи,
Ĕçле те çи, ĕçле те çи.
Ĕçле-ĕçле çи,
Ĕçле-ĕçле çи!» –
тесе юрлать, тет.
Юррисене юрласа, Хураç йĕри-тавра ларакан йывăçсем çинчен хуртсене пуçтарса пĕтерчĕ, тет, те, лăпăрр вĕçсе кайрĕ, тет, кайăк.
1910
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ