Илле Тăхти: Пуп таврашĕ


Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →



Пуп таврашĕ

Чан çапать, кĕлле кĕрет. Паян эпĕ те кĕлле кайрăм. Праçникĕ пысăк. Кĕлĕре çын нумай мар. Чăвашсем, кашни, çурта илсе лартаççĕ. Çурти пит хаклă. Шухăшлатăп: çурта тĕтĕмĕ чиркĕве юлать, çурта усламне кам илет? Çуртине çуннă-çунман пуп пуçтарса илет; çурта тĕпĕ нумай пухăнать, ăна вара сутаççĕ. Çавă укçа кама пулать? Турăшсем умне çутма йывăççу нумай илеççĕ. Йывăççу усламĕ кам аллине кĕрет-ши? Çавă укçа кама пулнине чăвашсем пĕлмеççĕ. Акă çакă мăн хырăмлă пуп турра çурта лартма вĕрентет. Çурта ăшши икона ăшăтать, çурта усламĕ – элхерейсене, пупсене пулать; йывăççу паришĕ, çурта тĕпĕ сутнă укçа пурте элхерей, пуп тавраш аллине кĕрет. Диаконĕ «паки-паки» тесе алине тăратса кăшкăрать. Ун сасси ниме пуçĕ сасси пек янăрать.

Мĕнле апла çурта усламĕ элхерейпе пуп тавраш кĕсйине кĕрет-ши? Акă çапла вăл. Пуппа чиркÿ старости çурта усламне, çурта укçа тĕпĕ укçине, турилккипе пухнă укçана (чиркĕве кăшт хăварса) Хусана яраççĕ. Вара Хусан кĕпĕрнинче чиркÿсенчен пурĕ темиçе мĕльюн тенкĕ укçа пуçтарăнать. Çавă укçапа элхерейсем çап-çут тумлатаççĕ, хырăмĕсене шÿтерсе яраççĕ. Хусанта унта элхерей таврашĕнче аслă пупсем, мăнă саслă диаконсем явкаланса çÿреççĕ. Çаксем те çавă укçапах мăнтăрланса, пуçа ухса куштанланса çÿреççĕ. Чăвашсем лартнă çурта укçи, чиркÿри чăвашсем турилкке çине хунă укçа унпа пĕтмест-ха. Пуп таврашĕн тата ачи-пăчи йыт-кĕшки пек йышлă. Вĕсен ачисем, ним ĕçлемесĕр, ахăрса кăна пурăнаççĕ. Пуп тавраш ачисене вĕрентме Хусанта мăнă шкулсем пур. Çавă шкулсенче вĕрентекенсем профессорсем. Хайхи чăвашран чиркÿре пухнă укçапа çавă мăнă шкулсене тытаççĕ, пуп тавраш ачисене усраççĕ, вĕсене ташлама вĕрентеççĕ, кĕнекесем илсе параççĕ, тăрантараççĕ. Леш профессорсене пысăк шалу çавă укçапах тÿлеççĕ. Диакон тата леш чехсемпе Хусантан тарнă митрополита чиркÿре асăнать. Митрополит Яков Хусанти хуçалăхсемпе, улпутсемпе пĕрле Çĕпĕре тарнă. Вăл хура халăха, Христоса ĕненекен мĕскĕнсене – çармăссене, чăвашсене – пăрахнă та, улпутсемшĕн кĕлтума тара кĕрĕшсе, Çĕпĕре кайнă. Çав митрополит Яков Çĕпĕрте шур кулач çиет пулĕ, улпутсем, ăна эрехсем («Коньяк», «Шампанское» хаклă эрехсем) ĕçтерсе, ÿсĕрскерсем, хăйсемшĕн кĕлтутараççĕ пулмалла.

1907

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.