
Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →
Пуп таврашĕ
Чан çапать, кĕлле кĕрет. Паян эпĕ те кĕлле кайрăм. Праçникĕ пысăк. Кĕлĕре çын нумай мар. Чăвашсем, кашни, çурта илсе лартаççĕ. Çурти пит хаклă. Шухăшлатăп: çурта тĕтĕмĕ чиркĕве юлать, çурта усламне кам илет? Çуртине çуннă-çунман пуп пуçтарса илет; çурта тĕпĕ нумай пухăнать, ăна вара сутаççĕ. Çавă укçа кама пулать? Турăшсем умне çутма йывăççу нумай илеççĕ. Йывăççу усламĕ кам аллине кĕрет-ши? Çавă укçа кама пулнине чăвашсем пĕлмеççĕ. Акă çакă мăн хырăмлă пуп турра çурта лартма вĕрентет. Çурта ăшши икона ăшăтать, çурта усламĕ – элхерейсене, пупсене пулать; йывăççу паришĕ, çурта тĕпĕ сутнă укçа пурте элхерей, пуп тавраш аллине кĕрет. Диаконĕ «паки-паки» тесе алине тăратса кăшкăрать. Ун сасси ниме пуçĕ сасси пек янăрать.
Малаллине вулас