Илле Тăхти: Самана


Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →



Самана

Çутçанталăк улшăнчĕ,
Пĕтĕм тĕнче вăранчĕ.
Хĕлле иртсе çу çитрĕ,
Юр ирĕлчĕ, çĕр тухрĕ.

Хĕвел пăхать çав хĕртсе,
Кунтан-кунах ăшăрах,
Йывăç-курăк ешерсе
Ÿсет ĕнтĕ вăйлăрах.

Кивĕ, йывăр самана,
Юхса кайрĕ çур шывпе.
Авалтанхи ылхана
Çĕнтертĕмĕр пĕтĕмпе.

Иртнĕ хĕлле сивĕччĕ,
Пирĕн пурнăç хурлăхпе.
Çак çуркунне аванах,
Хальхи йĕрке лайăхах.

Пуяннипе чухăнни
Пĕр хисепе кĕреççĕ,
Куштаннипе мĕскĕнни
Пĕр сак çине лараççĕ.

Тĕрлĕ йывăç-курăксем
Ÿсме тивĕç çĕр çинче.
Тĕрлĕ чĕлхе халăхсем
Пĕр хисеплĕ халь çинче.

Ĕлĕк пурăннă чăваш
Пуринчен те пит йăваш.
Çапах ăна мăш[кă]лланă,
Тивеçсĕрсх хурланă.

Халĕ ĕнтĕ апла мар,
Пире те хисеплеççĕ,
Кунтан-кунах ыр хыпар,
Этем шутне кĕртеççĕ.

Тăр-кăнтăрла лайăх та,
Çавраçилпе пăсăлать;
Ку самана ырлăх та,
Вăрçă пирки хумханать.

Нимĕç тарçи пуласран
Сыхă тăрăр, халăхсем!
Ыр самана тарасран
Хытă тăрăр, этемсем!

Мĕскĕн чăваш халăхĕ,
Вăран ĕнтĕ ыйхăран!
Çакă тĕнче пиллĕхĕ
Тармĕ вара çакăнтан.

Тискер кайăк-кашкăрсем,
Сурăх тытма чарăнăр;
Ялти куштан чăвашсем,
Мăн кăмăла пăрахăр!

Çĕрле вĕçен тăманан
Кăнтăрлапа куç курмас[ть].
Ĕлĕк выçă нуштанăн
Халĕ ĕнтĕ ĕç анмас[ть].

Усал тискер кайăка
Танатапа тытаççĕ;
Кутăн-чĕмсĕр куштана
Халăхпала чараççĕ.

Астăватăр хăвăр та:
Патшине те кăларчĕç.
Пĕлĕр ĕнтĕ пурăр та:
Куштан чарма – халăх ĕç.

Тĕнче сăнĕ аван-çке
Ăшă хĕвел çутипе;
Этем пурнăç ырă-çке,
Аслă вĕрентÿ йĕркипе!

Атăл шывĕ аслă вăл,
Кама шывпе хутшăнсан,
Чăваш халăх вăйлă вăл,
Пĕр канашпа пурăнсан;

Шурăмпуçĕ килнĕ чух
Юрра пуçлаç шăпчăксем,
Ырă пурнăç кĕтнĕ чух
Ĕçлер ĕнтĕ, чăвашсем!

1917, пуш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.