Ваççа Аниççи: Усал пуп


Ваççа Аниççи (Анисия Княгинина) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн програми тăрăх экзамен тытса учитель ятне илнĕ. Революци вăхăтĕнче сăвăсемпе кĕске калавсем, Совет тапхăрĕнче – пьесăсем çырать, поэмисене кĕнекен пичетлесе кăларать… Тĕплĕнрех →



Усал пуп

Эй, турă, çырлахсам,
Усал пупран хăтарсам!
Паян шкула килминччĕ,
Пире çÿçрен туртмипчче,
Чĕркуççи çине лартса,
Хăлхаран лăскаминччĕ.

Эй, турă, çырлахсам!
Пуп хĕнесрен хăтарсам!
Шкула килме пăрахинччĕ.
Тухса килес пулсан та,
Вăл такăнса ÿкинччĕ!

1904

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.