Тăваньялсем Сергей: Ялта


Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →



Ялта

Акă иртрĕ пайтах çул;
Çулпа иртсе пынă чух
Выртса-канса çимешкĕн
Кĕтем эпĕ пĕр яла.
Пÿрчĕ кивĕ, çĕрĕшнĕ,
Асанне пек чалăшнă.
Мĕнпур сакки-урайне
Урлă-пирлĕ çÿп-çапă
Пĕтĕмĕшпех тăп-тулли.


Тăрăшакан эрешмен
Хăйин вăрăм çиппине
Пÿртĕн тĕттĕм кĕтессине
Каркаласа пĕтернĕ.
Сывлăш пăчă, хăйă шăрши;
Авăрлакан ÿсĕрет;
Ачи хытă макăрать,
Хăйин чирлĕ сассипе
Ĕçлекене пит чарать.
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Аннÿсене пит ан чар…
Сан сассана илтеççĕ,
Сана вĕсем шеллеççĕ;
Халĕ сана йывăрне
Пурте вĕсем пĕлеççĕ.
Эсĕ чирлĕ пулсан та,
Сана тытма вăхăт çук.
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Аннÿсене пит ан чар…
Эсĕ халĕ пĕлместĕн,
Пĕр-ик çултан ак сисĕн:
Ĕçе чарăнса тусан,
Хресчен выçăхсах вилет:
Унăн çĕрĕ пит сахал,
Пару-илÿ пит пысăк.
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Аннÿсене пит ан чар…
Пару-илÿ тÿлесси,
Хăйсем выçă юлсан та,
«Ыр» çын хисепне кĕрĕç.
Тÿлесе татаймасан,
Тĕрме чурисем пулĕç!..
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Ĕçлемешкĕн пит ан чар…
Сана йывăр – эс чирлĕ,
Çапах пăртак тÿс-халĕ.
Ху чипер ÿссе çитсессĕн,
Ырă, ăслă çын пулса,
Çемйÿсемшĕн тăрăшса,
Тĕплĕреххĕн шухăшла:
Пирĕн хресчен юрлине,
Тăранмалăх та çуккине
Кам айăплă, кам тĕрĕс?
Шухăшласа пĕтерсен.
Вăл тĕрĕсех пулсассăн,
Вăйна пĕртте ан шелле,
Хăвăн ĕçне ху мелле…

1907

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.