Тăваньялсем Сергей: Эрех ĕçĕр


Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →



Эрех ĕçĕр

Кам хай çемйине выçă усрас тет, эрех ĕçме тытăнтăр. Вал хăй çемйине часах выçлăха хăварса, ун пурнăçне кĕскетĕ.

Кам вăрă-хурахсен аллине парнас тет, эрех ĕçме тытăнтăр. Эрех ĕçекене хăйсен аллине илме вĕсене пит çăмăл пулĕ.

Хăйне ухмаха кăларас тийекен эрех ĕçме тытăнтăр. Часах урамра йăваланса выртакан пулăн, пур выльăхран та айвантарах пулăн.

Ырă çынсенчен сивĕнес тийекен те эрех ĕçме тытăнтăр. Çавăнтах ăна йĕри-тавра усал çынсем çавăрса илĕç.

Хăй çемйинче килĕшÿллĕ, телейлĕ пурăнасшăн мар çын эрех ĕçме тытăнтăр. Çавăнтах унан килĕшÿпе телей вырăнне вăрçă-çапăçупа сиенлĕх анчах пулĕ.

Хăй ĕçлемесĕр, çынсен тарĕпе анчах тăранса пурнас тийекен те ĕçме тытăнтăр. Çавăнтах вăл нимĕне юрăхсăр, çынсене йывăрлантаракан çын анчах пулĕ.

Хăй чунне пĕтĕмпех çухатас тийекен те эрех ĕçме тытăнтăр. Ĕçкĕпе чуна пĕтерме пит çăмăл.

Нумай хурлăх курасран хăракан çын эрех ĕçме пĕтĕмпех пăрахтăр. Эрех ĕçес килсен е юратнă çыннусем ĕçме йăлăнсан, хăвна ху çирĕп тыт.

1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.