Светтуй Çыру, Библи тата çурта

Никита Бичурин: Хусан архиерейне Амвросие халалланӑ мухтав сӑвви


Никита Бичурин чăвашран тухнă паллă таврапĕлÿçĕ, синолог (Китая тĕпчекен), тĕн çынни (манаха кĕнĕ чух илнĕ ячĕ Иакинф)… Тĕплĕнрех →


Сăвва Геннадий Бичурин çырнă-и çырман-и?

Геннадий Юмарт çырнинчен: 1795 çулта Хусанта тĕн семинарийĕн ректорĕн Амвросий Подобедовăн юбилейне чаплă ирттернĕ . . . ректора тав туса тĕрлĕ халăх чĕлхипе сăвă хайланă. Асăннă уявра чăвашла çырнă сăвă та вуласа панă («Паян эпир айла тайнатпăр…»). Ăна çыраканĕ е çырма хутшăнаканĕ Бичурин пулма пултарнă: вăл чăваш кил-йышĕнче çуралса ялта ÿснĕскер, чăвашла та пĕлнĕ.
– Геннадий Юмарт, «Манăн Бичурин», 2007


Хусан архиерейне Амвросие халалланӑ мухтав сӑвви

Паян эпир айла тайнатпăр,
Пурĕ пĕрле хĕпĕр[тÿ]пе калатпăр:
Паян эпир ытах савнатпăр,
Пÿрсе çуратнă санăн кун.
Тавах, атте, пире врентнишĕн,
Рехмет сана, хăварманнишĕн.
Ватăличчен телейлĕ пул,
Нумай çул пурниччен сыв пул.

1795

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.