
Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →
Мĕн тăвас?
Ял варринче школ ларать,
Чÿречисем пит пысăк.
Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать,
Пĕтĕм урам пылчăк.
Тухса кĕме май çукран,
Аллисене хреслесе,
Школ çуртĕнче çамрăк çын,
Чунпа, ÿтпе чĕтресе,
Ларать пысăк шухăшпа.
«Епле пулчĕ-ши капла?
Иккĕмĕш çул вĕрентеп:
Çак тĕнчери этемсем
Нумай, тĕнлĕ вĕренсен,
Ытти тăван çынсенчен
Чи маттурри пулĕç, теп.
Ман сăмаха илтеççĕ,
Иккĕленмесĕр ĕненеççĕ.
Ĕçин патне çитсессĕн,
Эп каланă сăмахах
Тĕп йĕрĕпех манаççĕ.
Эрех сиен кÿнине
Эпир пурте пĕлетпĕр.
Вăл этемĕн сывлăхне
Вăхăтсăрах пĕтерет,
Нуша панă укçине
Тĕпсĕр çĕре пытарать.
Ăна пурте пĕлеççĕ,
Ун сиенне сисеççĕ,
Анчах эрехне ĕçме,
Ялĕпелех кÿлеççĕ.
Вăл темĕнтен хаклă-мĕн:
Унпа ĕçсем тăваççĕ.
Старостана кĕрекентсн
Витре эрех ытаççĕ.
Вăл витрине парсассăн,
Ухмахне те суйлаççĕ.
Вара пĕлмен старости
Ялин ĕçне пăтратать.
Епле ĕçе епле май
Тума пĕрре те пĕлмест.
Ялĕ сиенне курать,
Хăй старостине хурлать:
Анчах пĕтĕм айăпĕ
Ял çинчине хăй пĕлмест.
Ялан йăла çак пултăр,
Улăшу-тăву ан пултăр,
Тесе пĕри шухăшлать те.
Тепĕр ăсли, ыр çынтан.
Патша Пухне кайнăшăн,
Эрек ытма тытăнать…
Ах, турăçăм! ыр турă!
Ку çын мĕнле ĕç турĕ?
Шухăшлама пĕлет-ши?
Хăйĕн савнă эрекне.
Ĕçме пăраха пĕлет-ши?..»
Çапла школăн çуртĕнче
Çамрăк ача шухăшлать.
«Эп каланă сăмаха
Халăх час-часах илтет,
Анчах ялан кăлăха
Ман сăмаха кăларать»,
Тесе ача шухăшлать.
Ик çул ĕнтĕ вĕрентет
Вăл çак тĕттĕм халăха;
Хай куççулне шав шăлать
Ырхан, хытнă аллипе…
Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать,
Пĕтĕм çĕре йĕпетет
Çанталăкĕ пит тискер;
Йĕпе сивĕ çил вĕрет…
Мрилерен темĕскер
Хытă сасăпа мĕкĕрет:
«Ан йĕр, ача, эс ан йĕр,
Малалла та хыт тăрăш,
Ху тăванна – хресчене
Тĕттĕмрен тухма пулăш…
Санăн çулă пит тĕрĕс,
Эсĕ пĕрте аташман…
Ялан унпа пырсассăн
Усăсăрах тăрăшмăн»…
1907