
Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→
Чухăн çын
Ял туленче пĕр начар кил-çурт ларать.
Пĕтĕмпе кивĕ, çĕрĕк: йăванас пек курăнать.
Пÿрт çĕрсе шăтса пĕтнĕ, кĕтессисем чалăшнă.
Çие çĕрсе курăк ÿстернĕ; кивĕ хапхи йăваннă,
Юписем кăна чалăшса пĕчченех тараççĕ.
Чÿречесене тутăр татăкисем вĕçкелеççĕ.
Кам килĕ-ши ку? Мĕншĕн ку тĕрлĕ юхăннă-ши?
Итлĕр… Кунта чухăн çын пурăнать.
Йывăр пурăнăçпа пуснăскер, çакăнта тарăхать…
Ак сивĕ хĕл… Сивĕ çил чарăнмасăр вĕрет,
Çак çĕтĕк пÿрте витĕрех кайса сивĕтет.
Миçе çултанпа пÿрт тăвас тесе пурăнать,
Анчах ĕмĕтне çитереймест; хăй шухăшлать:
«Мĕн тăвас? Çитмен пурăнăçпа пурăнса,
Виличчен пурăнсан та, пÿрт туса
Хĕлле ăшă çĕрте шăм-шаккăма кантараймăп,
Аван пурăнăçпа пĕр кун та пурăнаймăп.
Эх-хэх-ха, ай-аяй, пулмарĕ, çаплах вилĕп.
Чухăн пурăнăçпах тупăка кĕрсе ÿкĕп…»
Çапла хăй, мĕскĕн, чылайччен шухăшласа ларать,
Вăл темĕн ĕнтĕ çур çĕр те çитсе пырать –
Çывăрма вăхăт. Çĕтĕк тум-тирĕпе чĕркенет.
Мĕскĕн… сивĕ, ав епле вăл чĕтĕрет…
Хуйхăллă сывларĕ те кăмака çине улăхрĕ,
Тум-тир такисемпе витĕнсе выртрĕ.
Çыврас тет – ыйхă пĕрре те килмест,
Хурлăхлă пурăнăç шухăши пуçран каймасть.
Марьере çил кичемлĕн уласа йĕрет,
Чухăн ĕççынни ăна шухăша кайса итлет.
Çил улăшать…
Çил ăна шеллесе йĕнĕ пек туйăнать,
Çил йĕнине итлесе тĕлĕрсе каять.
1908
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ