Марфа Трубина: Вилĕм


Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→



Вилĕм

Хăма хапха кичемлĕн уçăлса выртать,
Унăн юпи çумĕнче тупăк çийĕ тăрать.
Чĕрене çурса каякан йĕнĕ сасă илтĕнет,
Курăнать вилнĕ çынна ăсатма вăхăт çитет:
Акă тупăка пÿртрен çĕклесе тухрĕç;
Ял-йышсем, тăванĕсем ăсатма кайрĕç.
Авалхи йăлана тумасăр ан хăварам:
Эпĕ те ĕмĕрлĕх пурнăçа ăсатса ярам
Çак çынна… Акă тарăн шăтăк. Хуллен ярса
Тупăка шăтăка антарчĕç; тăпра витрĕ Ăна…

Такам юлашки хут сасă кăларса,
Çак сăмахсене каласа юрла пуçларĕ:
«Чĕкеç килет чĕлхипе, –
Сан чĕлхуна илтес çук,
Вăл санпа сăмахлас çук;
Шăпчăк килет юррипе, –
Эсĕ ăна илтес çук;
Куккук килет сассипе, –
Сан сассуна илтес çук.
Ешĕл курăк тухать, –
Эсĕ ăна таптас çук.
Хурăн çырли пиçнĕ чух
Пур хурăнташран уйрăлтăн,
Çĕр çырли пиçнĕ чух
Çĕртен-шывран уйрăлтăн.
Хĕлхемленсе тăр шыв юхать, –
Эсĕ ăна ĕçсе курас çук.
Тумак çил те вĕрĕ,
Хаяр аслати те авăтĕ,
Анÿ-аçу, тăвану йĕрĕ,
Тантăшу-тусу шеллĕ,
Анчах эсĕ тăраймăн,
Вăрăм ыйхунтан вăранаймăн.
Ыйху санăн йывăр,
Канăçлăх пултăр. Çывăр!» –
Тесе юрласа пĕтерчĕ те, тăпра купаласа хучĕç.
Ĕнтĕ пурте пĕтрĕ, пурăнăç каялла тухмĕ…
Кăçал та пулин çак юррах ман çинче, маншăн юрлĕç.
Анчах эпе ăна илтеймĕп, вăл саса маншăн пулмĕ.
Ăна хир тăрăх çил вĕçтерсе кайĕ те,
Е кĕтÿç, е суха сухалакан çын илтĕ те,
Вăрăммăн сывласа илсе хуйхăллă калĕ:
«Вилĕшĕн юрлаççĕ. Кама вилĕм çитнĕ-ши?
Кама чикеççĕ? Камăн пурăнăçĕ сÿннĕ-ши?»
Тейĕ те вилĕмне шухăшласа хурланса илĕ.

1908

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.